Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна Стенька шӑлне сурса пӑрахни шалтах тӗлӗнтерсе янӑ, вӑл, ыратнӑ чухнехи пек хулпуҫҫийӗсене чӗтрентерсе, вӗҫӗмех ун ҫинчен кала-кала парать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Судья вара черккине ҫӗклерӗ те ман сывлӑхшӑн шалтах туса ӗҫсе ячӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫ кӳлӗм эпир Упа Ҫырмине ҫитсе куртӑмӑр, тахҫан унта ман палланӑ эвенкӑн Удагирӗн пӗртен пӗр хӳшши ларатчӗ, халӗ вара икӗ хутлӑ илемлӗ ҫуртсем икӗ квартӑла ҫити вырнаҫса тухнӑ, ҫакӑ мана шалтах тӗлӗнтерсе ячӗ: ку таврашра «вӑрҫӑчченхипе» «вӑрҫӑ иртнӗ» вӑхӑт хушшинче кӗпер хывнӑ пекех туйӑнчӗ мана.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫҫӗмӗш кадриль хыҫҫӑн пике ӑна шалтах курайми пулчӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каллех йӑнӑшрӑм иккен: ҫутҫанталӑк ирӗкӗнче ӳснӗ хӗрӗн юратӑвӗ паллӑ улпут хӗрӗ савнинчен кӑшт кӑна лайӑхрах-мӗн; пӗрин тӗттӗмлӗхӗпе ырӑ чӗри, теприн тата арҫынсен кӑмӑлне каяс тесе йӑпӑлтатса ейкеленни мана шалтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Виҫӗ эрне иртсен, хайхи Азамат темӗнле шурӑхса та типсе пынине асӑрхарӑм, шалтах романсенчи юратури пек ӗнтӗ.Недели три спустя стал я замечать, что Азамат бледнеет и сохнет, как бывает от любви в романах-с.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫаксене пурне те вӑл хресчен чӗлхипе каланӑ; анчах хресчен хӗрӗсем хушшинче Алексей халиччен курман-илтмен шухӑшсемпе сисӗмсем ӑна шалтах тӗлӗнтерсе янӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Хо-о! — шалтах телӗнчӗ Иван.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Шӑтӑкӗ тарӑнлансах пычӗ, кирки пӗр-пӗр хытӑ япала ҫумне пыра-пыра ҫапӑнсанах, вӗсем шалтах хыта-хыта тӑчӗҫ, — анчах кашни хутӗнчех вӗсен кӗтни ахалех пуччӗ.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тома тулли чей кашӑкӗ эмел пачӗ те хӑй, шалтах хытса кайса, мӗн пулассине кӗтме пуҫларӗ.Она дала Тому чайную ложку и следила за ним, в сильнейшем беспокойстве ожидая результатов.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлатӑн та, ҫӗр ҫинчи этемсем хӑйсен кӗске ӗмӗрне те йӗркеллӗ пурӑнса ирттерме вӗренсе ҫитейменнинчен шалтах тӗлӗнетӗн.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫав самантсенче унра яланах хамшӑн кӑсӑк енсем-пулӑмсем асӑрханӑ ҫеҫ мар, час-часах ниепле те пуҫа шӑнӑҫма пултарайман мыскаралла япаласем курса шалтах тӗлӗнни асӑмран тухмасть.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
12. Патша хӑй те, унпа пӗрле пулнисем те ҫамрӑк ача паттӑрлӑхӗнчен, асапа нимӗн вырӑнне хумасӑр чӑтӑмлӑн тӳснинчен шалтах тӗлӗннӗ.12. Сам царь и бывшие с ним изумлены были таким мужеством отрока, как он ни во что вменял страдания.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӗрлӗ халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнине, аслӑ священник шалтах аптӑраса тӑнине курсассӑн кӑмӑл та ҫемҫелнӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑн хыҫҫӑн Валтасар теекен Даниил пӗр вӑхӑт шалтах аптӑраса тӑнӑ — шухӑшӗсем хӑратсах пӑрахнӑ ӑна.16. Тогда Даниил, которому имя Валтасар, около часа пробыл в изумлении, и мысли его смущали его.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта, 4. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 5. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 6. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шалтах хӑратса пӑрахрӑн мана!
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Борис Кузьмич тортне сӗтел ҫине хучӗ, Иван Алексеевич икӗ фужер «пепси-кола» тултарчӗ, шаккаса шалтах ӗҫсе ячӗҫ.
Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.
Ҫак юрра Пятакаев учитель ыйтнипе панине пӗлсен, пакшелсем кӑна мар, кӳршӗллӗ ытти ял ҫыннисем те шалтах тӗлӗнчӗҫ.
Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.
— Эп ирхине тӑтӑм та, чӳречерен пӑхрӑм та шалтах кайрӑм аптраса: палан ҫинче ҫич улма тӑчӗҫ ирпе ҫакӑнса, кайран куҫнӑ темшӗн-ҫке чие йывӑҫӗ ҫине.
Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.