Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шаккама (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр куннех председатель сӗтеле шаккама, колхозниксене кӳрентерме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Анчах мӗн пулчӗ тата, ма шаккама пӑрахрӗ? Авӑ, ҫенӗк алӑкӗ патӗнчен кайрӗ мар-и?» — ҫӑмӑлраххӑн сывласа ячӗ Анук.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана сывлӑш ҫитми пулчӗ, чӗри мӑлатук пек шаккама тытӑнчӗ: Квартальнӑй ҫӑткӑн куҫӗсемпе пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех машинӑсем нӑрӑлла нӑрлатма, улатаккалла шаккама тытӑнаҫҫӗ, калаҫни илтӗнми пулать, ҫумра тӑраканӑн та сассине хӑпартма тивет хӑй мӗн каланине теприне илттерме.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Юнашар пӳлӗмре каллех мӑлатук шаккама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ ун умӗнче мӗн те пулин урӑхларах тусанах, вӑл ҫеҫ те мар — урӑхларах шухӑшласассӑнах! — счетчик шаккама тытӑнать: «Тук-тук-тук…»

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Унсӑрӑн мана пуҫран шаккама пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тимӗре хӑвӑртрах хӗртес те шаккама тытӑнас!

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла каларӗ те асатте патак илсе йывӑҫа шаккама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Татах, хытӑрах шаккама тивнӗ.

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Шаккама, алӑка ҫӗмӗрме тытӑннӑ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан вӑл мӑлатукпа тимӗр листине шаккама, кӗпҫе тума тытӑнчӗ.

Потом взял в руки молоток и стал выбивать лист, чтобы свернуть его в трубу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ӗҫлӗр, ӗҫлӗр! — малтанхи пекех ҫирӗппӗн те сиввӗн кӑшкӑрчӗ ӑна тимӗрҫӗ, хӑй вара йывӑр мӑлатукпа сунтала сулӑмлӑн шаккама тытӑнчӗ.

— Давай, давай! — с прежней суровостью прикрикнул на него кузнец, сам с размаху ударяя молотом по наковальне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Комсомол батальонӗпе пӗрле Сталинграда каятӑп… фрицсене шаккама!

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ниҫта кайса кӗреймен енне Элекҫей юнаса алӑка тӗкме, шаккама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫ тӳпинчех, ватӑ хыр тӑрринче, улатакка тип турата шаккама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтан ерипен, унтан хытӑрах та хытӑрах шаккама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан крыльца ҫине хӑпарса шаккама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑвӑртрах алсине туртса кӑларчӗҫ, тилхепине салтрӗҫ, тӗрӗслерӗҫ, унтан сирӗн хапхана шаккама пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, мӗн пулсан мӗн килет тесе, урам урлӑ хӑвӑрт кӑшӑлтатса каҫрӗ те ҫурт умӗнчи решетке карта урлӑ карӑнса, вӑрӑм туйипе чӳречерен шаккама тапратрӗ.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней