Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӳхеннине (тĕпĕ: чӳхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑка ҫулҫисем тӳлеккӗн чӳхеннине сӑна.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Карчӑк, алӑ тытса, пӗр вӑхӑт хӗре тӗпчевлӗн тинкерсе тӑчӗ, унӑн тӑрӑ, икӗ шултра сенкер шӑрҫа пек куҫӗсенче ырӑ кӑмӑл кӳлли сӑпайлӑн чӳхеннине асӑрхасан, кӑмӑлӗпе тин ҫеҫ кӑмакаран пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр пек ҫемҫелсе, ӑшӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пиҫиххийӗ ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗленчене старик меллен тытрӗ те, шыв мӗнле чӳхеннине илтес тесе, хӑлхи ҫумнерех тытса силлерӗ, вара кӗленче ҫӑварӗнчен кукуруза тунине кӑларса, салтака шыв ӗҫме сӗнчӗ.

Молодецки взявшись за бутылку, висевшую у пояса, старик поболтал ею подле уха, чтобы услышать плеск воды, затем вытащил из горлышка длинную кукурузную кочерыжку и протянул бутылку солдату:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лонгрен ҫӗрӗпех тинӗсре ҫӳрерӗ; ҫывӑрмарӗ, пулӑ та тытмарӗ, шыв чӳхеннине итлесе, тӗттӗмелле тинкерсе, уҫӑлса, шухӑшласа — хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗрех парӑс айӗнче ишет.

Лонгрен провел ночь в море; он не спал, не ловил, а шел под парусом без определенного направления, слушая плеск воды, смотря в тьму, обветриваясь и думая.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Йован шыв урлӑ чалӑшраххӑн каҫакан кимӗ сӑмси ҫурса пыракан тӗксӗм симӗс тӗслӗ тӑп-тӑрӑ шыв епле чӳхеннине итлесе пӑхса пырать.

Йован сидел, слушая, как прозрачная зеленоватая вода размеренно плещется о нос лодки, рассекающей течение.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл, интересленсе, пичкен пӑккине ҫапса кӑларнӑ та шыв чӳхеннине тата вӑл темшӗн палуба ҫине тӑкӑнманнине курса питӗ хытӑ тӗлӗннӗ.

Любопытства ради он выбил втулку из бочки и сильно удивился, почему вода плещется, а не льется на палубу.

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Эпӗ курӑк чӳхеннине асӑрхарӑм, такам ӑна ик еннелле сирсе утнӑ пекех туйӑнчӗ мана.

Я даже заметил, как колыхалась трава, словно кто-то шел по чаще, раздвигая густые заросли.

Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.

Вара темшӗн-ҫке ӑна пӳрнипе шаккаса илнӗ, хӑва авӑнса чӳхеннине кӑмӑллӑн пӑхса тӑнӑ, унӑн ҫулҫисем пӑшӑлтатнине итленӗ те пуҫне сӗлтнӗ:

Он зачем-то щелкнул по нем пальцем, посмотрел с удовольствием, как он упруго закачался в воздухе, прислушался к шепоту его листьев и мотнул головой.

IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

«Мужик» тени — ӑна Балькарра лорд генерал тесе чӗннӗччӗ, де Ла-Тур д'Овернь принц: «Чипер кай, тӑванӑм», тесе ӑсатнӑччӗ — палуба тӑрӑх лӑпкӑ мӑнаҫлӑхпа, карап хумсем ҫинче чӳхеннине туймасӑр, моряксем пекех хӑюллӑ та ҫирӗп утӑмсемпе утса ҫӳрет.

«Мужик», коего лорд Балькаррас именовал «генералом», а принц Оверньский «кузеном», обладал, что называется, «морскими ногами»; он спокойно и важно, будто не замечая качки, расхаживал по палубе.

II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Прохора чӗнсе илсе, Григорий Ягоднӑй еннелле пӑрӑнчӗ те, ҫур ҫухрӑм пек кайсан, тахӑш казакӗ ятарласах ҫумма илнӗ шурӑ катанпир тӑрӑхӗ малти сотни умӗнче ҫилпеле варкӑшса чӳхеннине курчӗ.

Кликнув Прохора, Григорий повернул в сторону Ягодного и, когда отъехал с полверсты, увидел, как над головной сотней взвилось и заполоскалось на ветру белое полотнище, предусмотрительно захваченное кем-то из казаков.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий чӗри кӑртлатса тапнине, пучахсем хуллен пӑшӑлтатса чӳхеннине илтрӗ, ҫӗр чиккинче юмахри пек эрешленсе ашкӑракан курӑксене, чӗрене чӗпӗтсе ыраттармалла кӑвак тӳпене курчӗ.

А Григорий слышал биение своего сердца, певучий шорох колосьев, видел сказочный расшив трав на меже, щемящую голубизну небес.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗртен пӗр часовойсем кӑна ҫапӑҫу пыракан вырӑнсенче сарӑрах хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем хӑрушшӑн ялкӑшса чӳхеннине аякран куркаласа тӑраҫҫӗ.

Одни часовые наблюдали за оранжевыми жуткими всплесками света там, где шли бои.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗк ял-йыш ҫуркунне-кӗркунне вӗсем вӗҫсе иртнине, шывра чӳхеннине пӑхса савӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней