Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗтретсе (тĕпĕ: чӗтрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ те, эпӗ те артистка пулмалли ҫынсем, — тенӗ вӑл илемсӗр мӑнтӑркка кӗлеткине чӗтретсе.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Мана каламасть, манран вӑрттӑн хӑтланать! — сухал вӗҫне чӗтретсе, ҫилӗллӗн каласа хучӗ Хумкка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хе-хе-хе, — сухалне чӗтретсе, хаяррӑн кулчӗ Ҫӗпритун, — мучи мар эпӗ саншӑн, Марье.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йысна ятне ан сутчӑр! — тулли кӑкӑрне чӗтретсе кулать молотилка патӗнче тӑракан Сантӑркка.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Машка-Милашка ҫӑпалипе тункатаран таянса тӑчӗ те, вӗчине чӗтретсе, чунтан кулса юлчӗ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та сахал-и, — сассисене чӗтретсе, кӑмӑлсӑррӑн тухатчӗҫ арӑмсем Лашмансен ҫуртӗнчен.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна та ҫухатсан, янахне чӗтретсе, пуш хӑма ҫинче темскер шырарӗ.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Техника паркӗн уҫса пӑрахнӑ хапхинчен «Кировец» трактор ҫӗр чӗтретсе тухать, ун хыҫӗнченех «Т-40» лакӑм-тӗкӗм ҫийӗн «ташласа» пырать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

— А-алра-ан ка-айми-и а-аки-су-ухи-и… — сассине илемлӗн чӗтретсе, пуҫне тӳрӗ тытса, сарлака кӑкӑрӗнчи сывлӑша вӑраххӑн пусса кӑларчӗ Георгий.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ывӑлӗ юнашар пырса тӑрсан (пырса тӑмасан та, куҫ тӗлне пулмасан та ҫавах) шӗвӗр пӳрнипе юнаса, пуҫне чӗтретсе: «Ҫук, заводран каятӑп тесе ахалех пакӑлтататӑн эсӗ! Ҫак илеме хӑйӗн аллипе тунӑ ҫын заводран пӑрахса каять-и! Ман пекех чӳлмек ӗҫӗнче ватӑлӑн! Ватӑлнӑ май ытларах та ытларах юратӑн чӳлмек ӗҫне!» — тетчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вара каллех пӳрт стенисене чӗтретсе ячӗ аслати пек сассипе:

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӳрт хыҫӗнчен те, айккисенчен те машинӑсем чӳречесемпе урайне чӗтретсе ирте-ирте каяҫҫӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл канфет хутне шӑлкаласа якатрӗ те чӳрече тӗлне тытса пӑхрӗ, каллех кӗлеткине чӗтретсе кулчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Каларӗ те ҫапла пӗтӗм кӗлеткине чӗтретсе кулчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Питҫӑмартинчен Аня алли мар, чӗтретсе ямалла хӑрушӑ элек алли ҫапса яни мана часах паллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сасартӑк ҫак калама ҫук ырӑ тапхӑрта, этем чун-чӗрине ҫунатлантаракан вӑхӑтра, сывлӑша хӑрушла чӗтретсе снарядсем ӳлени илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пӗрре кӗмех шутланӑччӗ, шӑп ҫав самантра пӗтӗм тавралӑха чӗтретсе вӑтӑр-хӗрӗх нимӗҫ самолечӗ кӗрлесе иртрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ак ӗнтӗ паҫӑр ҫеҫ-ха хӑйӗн чӑнкӑлӑхӗпе ман чун-чӗрене ы-ы-ый! ҫӳҫентерсе, ӳт-пӗве тӑр-тӑр-тӑр чӗтретсе илнӗ ҫыр хӗрри…

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней