Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрнене (тĕпĕ: чӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир Гердӑпа мӗн пур чӗрнене хуҫса пӗтертӗмӗр, — терӗ вӑл, — ҫапла хыртӑмӑр та тасатрӑмӑр.

— Мы с Гердой обломали все ногти, — сказала она, — так мы чистили и скребли.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӗрнене ҫаврака касни чи хитре форма.

Самая красивая форма ногтей — овальная.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кэм энэхинэ чэрмэлэсе хуҫса пӗрэхрэм ҫак чӗрнене?.. — Есаул Крючковӑн сӑмси умне кача пӳрнин шӗвӗр, вӑрӑм чӗрнине илсе пычӗ, мӑйӑхне йӑшалантарчӗ.

Об чью мэрду этот нэготь слэмал?.. — Есаул поднес к носу Крючкова длинный заостренный ноготь мизинца и пошевелил усами.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑмпа чирӗ ӳте, чӗрнене, лӑймака сийе, ҫӳҫе сиенлет.

Помоги переводом

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней