Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыраканӑн чӗри хавшак, ӑсӗ катӑк пулсан, вӑл ырӑпа усала уйӑрса илеймест пулсан — ун пек юрӑсене вӑл тупаймасть, илемне туйса илеймест.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Аптрамасть, — пӗлтерчӗ врач, — чӗри аванах ӗҫлет.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актайӑн чӗри пӑчӑртанса килчӗ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Конвертне уҫичченех чӗри шӳ-ӳ туса кайрӗ, тар тухнипе ҫӗлӗкне хывса сӗтел пуҫне хучӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмахпа калать те ҫав, пурпӗрех чӗри ыратма чарӑнмасть.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунӑн чӗри вутла ҫуннине тӳрех туйса илчӗ:

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗри тулалла сиксе тухас пек тапать Ҫимунӑн.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асаплӑ вӑрҫа пуҫлакансене, нимӗҫ фашисчӗсене ылханса пӑртак лӑпланать хӗрарӑм чӗри.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макӑрса та пӑхрӗ — чӗри пурпӗрех пусӑрӑнмарӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулти пӳртре атӑ сасси илтӗнсен, тем сиснӗ пек, чӗри кӑртах турӗ ун.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Итлесе пӑх, чӗри тапать-и?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗҫӗпе чикнӗ чухнех палланӑччӗ Ҫӗпритун шӑллӗне, анчах тӗттӗмре васканипе хӑй ӗҫне тӗплӗ тӑваймарӗ — ҫак упа тӑлӑпех чӑрмантарчӗ ӑна шӑллӗне чӗри тӗлӗнчен тӗллесе чикме.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Откан аппа вырӑнне пӳрте хура сухаллӑ ҫын кӗрсе тӑнине курсан, унӑн чӗри кӑрт турӗ, ури ыратни те иртсе кайрӗ пулас.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Откан аппа килӗшессине малтанах пӗлнӗ пулин те, хӑйӗнпе калаҫиччен Мария Тимофеевнӑн чӗри вырӑнта марччӗ: темле йышӑнать-ха ӑна Откан аппа, мӑй таран ӗҫе путнӑскер.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арман чулӗ сассине илтсенех Ваҫукӑн чӗри урӑхларах тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ҫӗпӗр» тенине илтсенех Кулюккан чӗри вырӑнтан хускалчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун, чӗри кӑртлатса илсен те, хумханнине кӑтартмарӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑвӑрт-хӑвӑрт тапать ҫамрӑк хӗрарӑм чӗри.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каччӑпа ҫывӑх ларнӑран чӗри хыттӑн тапма пуҫланине сисрӗ Роза, ӑна вӑл епле чарас тесен те чараяс ҫук ӗнтӗ халь.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней