Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗре сăмах пирĕн базăра пур.
чӗре (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Айван ҫыннӑн чӗри — чӗлхе вӗҫӗнче, ӑсчах чӗлхи — чӗре варринче.

29. В устах глупых - сердце их, уста же мудрых - в сердце их.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Хӑрушлӑха кӑмӑллакан ҫав хӑрушлӑхрах пӗтнӗ; 26. чурӑс чӗре юлашкинчен хӗн курать: 27. чурӑс чӗрене тӗрлӗ хурлӑх пусса илӗ, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ҫылӑх ҫумне ҫылӑх хушӑнса пырӗ.

25. Кто любит опасность, тот впадет в нее; 26. упорное сердце напоследок потерпит зло: 27. упорное сердце будет обременено скорбями, и грешник приложит грехи ко грехам.

Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Саккуна уяман ҫыннӑн чӗри усаллӑх шырать, тӳрӗ чӗре пӗлӳ шырать.]

[Сердце беззаконника ищет зла, сердце же правое ищет знания.]

Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Атеросклероз, гипертони, чӗрен ишеми чирӗ, чӗре сикни аптратсан катӑркаспа /боярышник/ 20 процентлӑ прополис настойкисене пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла, кунне 2-3 хут апатчен 20 минут маларах 25-шер тумлам ӗҫмелле.

Помоги переводом

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Унтан «Телейлӗ сӑн-пит», «Ҫӗмрӗк чӗресем», «Чӗре пуҫтар», «Почта» конкурссемпе вӑйӑсене хастар хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех викторина ирттернӗ.

Затем принимали активное участие в конкурсах и играх «Счастливое лицо», «Разбитые сердца», «Сложи сердечко», «Почта», а также была проведена викторина.

Ҫирӗклӗри ял клубӗнче "Пурте юратуран пуҫланать" вӑйӑ программи иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3645045

Вӑл, машинӑсем мӗнле майпа ӗҫленине ӑнланмарӗ пулсан та, ку пӑрахут чӗрине, ҫав чӗре ӗҫлеме чарӑнсанах пӑрахут чупма чарӑнасса тавҫӑрчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна темле майпа этемӗн ывӑннӑ чӗрипе пӗрлештереҫҫӗ те, вара чӗре йӗркеллӗ, ҫав аппарат ритмӗпе пӗр пек тапма тытӑнать.

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах «Чӗре юррисенчен» нумайӑшӗ поэт чӗринче ҫавӑн чух тапранчӗҫ пуль, тетӗп.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ватӑлса ҫитиччен, пит-куҫӑм ҫуркаланса пӗркелениччен пурӑнам, ҫапах чакмӗ ман чӗрери юрату, пушанса юлмӗ ман чӗре.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Икӗ ҫамрӑк чӗре — хӗрпе каччӑ чӗри — пӗр-пӗрин патне магнит пек туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анук вун виҫҫе пуссан, унӑн амӑшӗ, чӗре чирӗпе чирлесе пурӑннӑскер, сасартӑк вилсе кайнӑ (упӑшки калӑпланисем ӳт-тирне, кӑнттам, хаяр, сивӗ сӑмахӗсем чӗрине самаях кӑшланӑ, йӑштарнӑ пуль ӗнтӗ).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫуркунне-и е хӗлле, кӗркунне-и е ҫулла, пӗр-пӗр асамлӑ кун е каҫ хӗрӗн е каччӑн чӗрине шӑппӑн ҫеҫ пырса шаккать те хуҫийӗ те сиссе иличчен чӗре ҫумне йӑпшӑнса кӗрет, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илсе тыткӑнласа лартать, ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратать.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫук, чӗрене ухмах, суккӑр теҫҫӗ те, вӑл ӑс хушнине итлеме пӗлмест теҫҫӗ те, ун пекех айван мар-тӑр ҫав чӗре.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пӗр чарӑнмасӑр чӗре сурать, темӗн ҫумне кӑкарса лартнӑ пек хӗсӗнет мӑнтарӑн чӗри.

Отчего ж так щемит сердце, отчего так рвется душа, будто привязанная невидимой цепью?..

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн пур ун чӗринче? — чӗре клапанӗсене пӗшкӗнерех пӑхрӗ Петров.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн колледжӗ «Чӗререн чӗре патне» отчёт концерчӗ кӑтартнӑ.

Колледж культуры Чувашского государственного института культуры и искусств показал отчётный концерт «От сердца к сердцу».

Культура колледжӗ отчёт концерчӗ кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31972.html

Енчен те чӗре кулать, хӗрӗн юратӑвӗ вара вӗҫсӗр-хӗрсӗр пулсан — вӑйӑ ӑнӑҫӑвӗ куҫ умӗнчех: сӑмахсенче те, тыткаларӑшра та именӳ, аптӑрав ҫук; лӑпкӑ пул, сис-чӳленмеллех тӳлек е сивлек те сӳрӗк курӑн — хӗрарӑм чӗри пурин валли те ӑнлантару тупать, пӗтӗмпех тӳрре кӑларать, айӑпа хӑйӗн ҫине куҫарать.

Если оно смеется, а любовь девушки безоглядная, успех игры обеспечен — нет стеснения ни в словах, ни в позах: будь спокоен, подозрительно ровен, даже мрачен и вял — сердце женское найдет объяснение всему, все оправдает и примет вину на себя.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Манӑн вилӗ чӗрене Клеопатрӑсен эшкерӗ те хӑратаймӗччӗ, — хушса хучӗ вӑл, — экке-ей… чӗре пирки халӗ пурин те манмалла».

 — Моему мертвому сердцу безопасны были бы даже полчища Клеопатр, — прибавил он, — и вообще о сердце следовало бы забыть всем».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Ҫивӗч хыпарсем» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиологсем ҫак анлӑ сарӑлнӑ пылака ҫини чӗре сывлӑхне тата пӗтӗм чӗрепе юн тымарӗсен системине пулӑшать тесе пӗлтернӗ.

Как сообщает интернет-издание «Актуальные новости», кардиологи заявили, что употребление этой популярной сладости способствует здоровью сердца и всей сердечно-сосудистой системы.

Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хумсем мана ывӑтсах яраҫҫӗ, чӗре кайӑк чӗри пек сиксе тапма тытӑнать.

Один раз волны так швырнули меня, что сердце у меня трепыхнулось, как птица.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней