Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эх, чӗре, чӗре, тӗрме ҫыннин чӗри, мӗнле кӑна тӳсет-ши вӑл йӗплӗ пралук хыҫӗнчи пурнӑҫа?Эх, сердце, сердце, сердце заключенного, как только оно терпит жизнь за колючей проволокой.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
26. Вара сире ҫӗнӗ чӗре парӑп, ҫӗнӗ сывлӑш парӑп сире; сирӗн ӳтӗртен чул чӗре илӗп те сире чӗрӗ чӗре парӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп: 20. вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аса илтеретпӗр, мероприятие «Демографи» наци проекчӗн шайӗнчи «Граждансен сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси» федерацин проектне, Пушкӑрт Республикин «Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене хирӗҫ кӗрешесси» программине, Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунӗпе пурнӑҫланӑ, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене тата вӗсен кӑткӑслӑхӗсене асӑрхаттарас тӗллевпе иртнӗ.
Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем "Пурнӑҫ патне 10 000 утӑм" профилактика акцине хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3461703
Пирӗн чӗре хӑравҫӑ мулкач чӗри мар, пирӗн чӗре хӑравҫӑ пӑлан чӗри мар.У нас сердце не трусливого зайца, у нас сердце не пугливого оленя.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Аннен чӗри — чи шанчӑклӑ, чи сисӗм-туйӑмлӑ чӗре, вӑл пурне те курать, яланах пулӑшма тӑрӑшать, анне чӗринче юрату нихӑҫан та сӳнмест.
Умсӑмах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кушак пек чӗрӗскер, Нунча ун умне пӗшкӗнчӗ те, ыттисемпе пӗрле кула-кула: — Хӗрӗм, — терӗ хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӗрӗн сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, — ачамҫӑм, пӗлес пулать: чӗре вӑл вӑйӑра, ӗҫре, юратура пиҫет — пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм чӗри вӑл, пурнӑҫа ӑна вӑтӑртан аякка иртсен тин пӗлсе ҫитетӗн… ан кӳрен, хӗрӗм!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗсем хӑйсене хӑйсем те, пӗрне-пӗри те суйман: вӗсем хӑйсен чӗрисем мӗн каланине палӑртнӑ, чӗре сасси хӑйсем ӑшра сӑнарлани урлӑ ҫиеле тухнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑлханнипе унӑн питҫӑмартисемпе хӑлхисем хӗрелчӗҫ; тепӗр чухне унӑн выляса тӑракан пит-куҫӗнче чӗре ҫиҫӗмӗсем ялтӑраса илчӗҫ, пиҫсе ҫитнӗ хӗрӳллӗ туйӑмӑн пайӑркисем ҫиҫрӗҫ, вӑл тахҫан иртнӗ пурнӑҫа чӗрипе туйса тӳссе ирттернӗ пек пулчӗ, унтан ҫав пайӑркасем сасартӑк сӳнчӗҫ, сасси каллех уҫӑмлӑн та ҫинҫен янӑрарӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унӑн мӗн чухлӗ те пулин чӗри пур пулсан, ҫав чӗре кӳтмелле, мана хӗрхеннипе юнпа пӗвӗнмелле, вӑл пур… ну, турӑ ҫырлахтӑр!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей Обломов чӗрине пырса тивекен ыйту пама, унӑн чӗре туйӑмӗ ӑҫтараххине пӗлме шухӑшларӗ, ҫав хушӑрах, шарламасӑр, ун ҫине пӑхрӗ те сасартӑк кулса ячӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗмӗтне асӑрхаса тӑнӑ пекех, вӑл хӑйӗн чӗрине те тӗплӗн асӑрхаса сӑнать, Кун пирки вара унӑн тӳрех каламалла: чӗре туйӑмӗсем уншӑн час-часах tерра incognita пулнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Паллах, сирен ӗҫӗр кӑткӑс та канӑҫсӑр, анчах сирӗн чӗрӗр, эпӗ пӗлетӗп, питӗ ырӑ, ылттӑн чӗре.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кӑна чӗре шаккать, кӑна хӗллехи каҫра, выҫӑ хулари сивӗ пӳртре, пӗчӗк кухньӑра, кӗтессенчен курӑнан пысӑк мӗлкесене вылятакан пӗчӗк чӗпкуҫ ҫуттинче чӗрем кӗлтӑвать манӑн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑта Тӑванӑн лӑпкӑ чӗри те, ӗмӗр пӗр пек тапакан чӗре, ҫак хурлӑха курсан, тӳссе тӑрайман: икӗ пусӑм ытлашши тунӑ.Даже сердце Среднего Брата, всегда бившееся ровно и мерно, сделало два лишних удара.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӗре пӑртак; чӗре тытни.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ӑна — лайӑх, ӗнентермелле те чӗре патне пымалла ҫырнӑ, тесе пахаларӗ; ҫыру хӑй ӗҫне тӑвасси енӗпе иккӗленмелли ҫуккине шанса, вӑл хӑйӗн чечен чӗрине пӗтӗм ҫамрӑклӑхпа, юрату шанчӑкӗсемпе тапма ирӗк пачӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудейӑран куҫса кайнисем, ҫак вырӑнтан Халдея ҫӗрне Эпӗ Хам куҫарнӑ ҫынсем, Маншӑн ҫак лайӑх ҫырла пек лайӑх пулӗҫ; 6. вӗсене ырӑлӑх парса, Эпӗ вӗсен енне ҫаврӑнса пӑхӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене тӗреклӗлетӗп — пӗтермӗп, вырӑнаҫтарса лартӑп — кӑкламӑп; 7. Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп: ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм чӗрипе Ман енне ҫаврӑнӗҫ.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хуҫӑлса ӳксех ан хурлан, хӑвна ху сӑлтавсӑрах ан асаплантар; 23. чӗре савӑнӑҫӗ — этем пурӑнӑҫӗ, ар хаваслӑхӗ — вӑрӑм ӗмӗр; 24. хӑвӑн чунна юрат, чӗрӳне йӑпат, хурлӑха аяккалла сир: 25. хурлӑх нумайӑшне вӗлернӗ, унран нимӗн усси те ҫук.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.