Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗп сăмах пирĕн базăра пур.
чӗп (тĕпĕ: чӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Климушка, хулӑпа сулкаласа, темшӗн: «Чӗп, чӗп, чӗп!» — тесе чӗнет.

А Климушка, размахивая хворостиной, звал почему-то: «Цып, цып, цып!»

Туслисен звени Дуня инкене пулӑшни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чӗпсем тӑмаҫҫӗ ҫитӗнсен Чӗп амӑшӗпе витӗнсе.

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Килте шӑв-шав пуҫланнӑ: пурте, ватти те, вӗтти те, чупса ҫитнӗ, чӗп амӑшӗпе чӗпсем вырӑнне унта улпут майри хӑй Илья Ильичпа уткаласа ҫӳреме пултарни ҫинчен шухӑшласа, сехӗрленсе ӳкнӗ.

В доме сделался гвалт: все прибежали, от мала до велика, и ужаснулись, представив себе, что вместо наседки с цыплятами тут могла прохаживаться сама барыня с Ильей Ильичом.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пуринчен ытла унта «чӗп куҫ», «хур шӑлӗ», «шыв юххи», «ҫын пӗлми тӗрӗ» текен эрешсем тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чӗп пусса кӑлармалла.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйсем, ав, ҫемье чӑмӑртама, йӑва ҫавӑрса, чӗп кӑларма хатӗрленеҫҫӗ!..

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Унта пин-пин чӗп кӗшӗлтетет, пин-пин чӑх кӑтиклет.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ертӳҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтра халӑха 400 000 чӗп сутма палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

Лайӑх, 89 проценчӗ тухнӑ, халь 50 000 чӗп пирӗн.

Помоги переводом

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

Вӑрман хӳтлӗхӗнче ӳснӗрен-ши, ухлем курӑкӗ те, сывлӑм курӑкӗ те, сенкер чечек те, сунарҫӑ курӑкӗ те, ылтӑн чӗп куҫ та, чӑрӑш курӑкӗ те симӗссипех лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗшнере тем тӗрлӗ чечек ӳсет-мӗн: — шурӑ илепер, туй курӑкӗ, кушак пӳсӗрӗ, чӑсланкӑ чӗп куҫ, кӑвакарчӑн куҫӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ тата инкубаторпа чӗп кӑларма вӗренсе ҫитрӗм.

Помоги переводом

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Пӳртсем, хӳмесем ҫумӗпе чӗп курӑкӗ, кушак пӑрҫи, йытпырши шӑтса тухнӑ.

Помоги переводом

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, утнӑ май, ҫултан пӑрӑнкаласа, сарӑлса ӳсекен, ҫирӗп туналлӑ, анчах сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхнӑ хитре чечексем (шӑнкӑрав курӑкӗ, лантӑш, фиалка, кӑвак ҫеҫпӗл, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кукшапуҫ, чӗп куҫ курӑкӗ) тататӑп та алла пухатӑп.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ку пирӗн ҫине ясмӑк вӑрри тӗслӗ сивӗ куҫне чӗмсӗррӗн ывӑтса илчӗ те, сарӑхнӑ асав шӑлӗсемпе «чӗп куҫ ҫутса» ҫӑварне виллӗн-чӗррӗн уҫрӗ:

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Миронова чӗп пӑхакана суя сӑмах сарнишӗн тата колхоз пурлӑхне вӑрлама пӑхнишӗн штраф тӳллеттерес, тепре кампа та пулин вырӑнсӑр хирӗҫсен е алӑ кукӑрри сисӗнсен, унӑн ӗҫне тӳрех районти милици аллине ярса памалла.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине вӑрӑм хулӑ илчӗ те, ҫиллемес чӗп амӑшӗ сиксе ларасран сыхланса, ӑна айӑкӗнчен тӗртрӗ.

Помоги переводом

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Унта нихҫан та шӑнкӑрч йӑва ҫавӑрса ҫепӗҫ юрӑ шӑратман, чӗп кӑларса савӑнман.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хресчен килӗсенче ҫунакан «чӗп куҫӗсем» вара ҫавнашкал каҫсенче аякранах курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Краҫҫын пулмасан, чӗп куҫ ҫунмасть — пӳртре сӗм-тӗттӗм.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней