Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗнчӗҫ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шӑпах ҫав вӑхӑтра мана юлташсем пырса чӗнчӗҫ, кая юлатӑн, терӗҫ.

Помоги переводом

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Архангельск ҫыннисем мана ӑшшӑн ӑсатса ячӗҫ, «асанне» тесе хисеплесе чӗнчӗҫ, хӑйсен тӑшманӗ пулнӑ офицерӑн амӑшӗ тесе сивлемерӗҫ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пире, вунсаккӑрти студентсене, военкомата чӗнчӗҫ те ыран ӑсататпӑр, терӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сирӗнпе уйрӑлсанах мана больницӑран килсе чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Пуҫу тӗрӗс пек чухне тухса кай! — икӗ арҫынӗ те йӗрлешкелесе хирӗҫ чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗритавра пӑхса ҫаврӑнчӗҫ те мана кӑчӑк туртса урама тухма чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кил хуҫисем пурне те сӗтел хушшине чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Эс каланӑ пек, пӗр уйӑхран-и, иккӗрен-и, — пӳлчӗ Завьялова Симонюк, — мана дивизири Смерша чӗнчӗҫ те, вӗсен сведенийӗсем тӑрӑх чӗрӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗҫнерникун строительсене професси уявӗ ячӗпе саламламашкӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне пухнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, отрасль министрӗ Павел Данилов наградӑсене тивӗҫнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне сцена ҫине чӗнчӗҫ те — ирӗксӗрех шухӑш ҫуралчӗ: пирӗн стройкӑсем хӗрарӑм сӑнлӑ иккен — награда илме тухакансем те, авӑ, шӑкӑрин хӗрарӑм…

Помоги переводом

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Унтан Унтрее месткома чӗнчӗҫ: Унтрей хӑйӗн хуняма карчӑкне, ват хӗрарӑма, ним хӗрхенмесӗр хӗче-хӗве хваттертен кӑларса ывӑтнӑ имӗш.

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Пӗр кунхине утӑ пуҫтарнӑ чух хӗрарӑмсем Укахвие кӑшкӑрса чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Концерт хыҫҫӑн пире банкета чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Мана та чӗнчӗҫ, Чӗкеҫпе пыран, терӗҫ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тимуша курсан, вӗсем сӗтел хушшинчен тухрӗҫ те савӑннӑ пек шапӑлтатса кайрӗҫ, апата чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑнасене алӑкран кӗнӗ-кӗменех сӗтел хушшине чӗнчӗҫ.

Гостей с порога пригласили за стол.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Кӑштахран мана каллех пӳлӗме чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

…Тепӗр кунне каҫалапа общежитире пирус мӑкӑрлантарса тата ҫав пирус тӗтӗмӗ чӳречерен кӗрекен хӗрлӗ хӗвел ҫутинче епле ирӗлнине пӑхса выртнӑ чухне мана каллех телефон патне чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Май уйӑхӗн вӗҫӗнче мана общежитире телефон патне чӗнчӗҫ — Аня иккен: «Халех кил, кирлӗ», — тет.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пуҫ-ура шӳрпи пӗҫерсен Шемердяновсем тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе кӳршӗ-аршӑсене чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӗре ҫурӑлмалла кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ, йӗчӗҫ, тӑванӗсене чӗнчӗҫ

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней