Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла чӗнеттӗмӗр Мулендеев Генӑна.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Мартин Мартынч (ашшӗ ятне хушсан, ячӗ тата янӑравлӑрах илтӗннӗрен ҫапла чӗнеттӗмӗр эпир ӑна) сарай хыҫӗнчи ҫухалнӑ ҫурт вырӑнне тепӗр куннех чавса тӑкрӗ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Эпир ӑна пӗтӗм ушкӑнпа сывлӑх сунаттӑмӑр, «анне» тесе чӗнеттӗмӗр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Семенов пирӗнтен ик-виҫӗ ҫул аслӑрах пулин те, эпир ӑна Тимкка тесех чӗнеттӗмӗр, вӑл уншӑн кӳренместчӗ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Санӑн алӑ пӳрнисем ҫирӗп те вӑйлӑ пулнӑран эпир сана Хурчӑка тесе чӗнеттӗмӗр.
Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Эпир ӑна «батя» тесе чӗнеттӗмӗр, вӑл чӑнах та пирӗншӗн атте пекех тӑрӑшатчӗ.Мы его называли «батей», и он действительно по-отечески относился к нам.
4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Паллашасса эпир унпа завод шкулӗнче паллашрӑмӑр, унта пире Миныч учитель вӗрентсе пурӑнатчӗ, ӗҫкӗ чирӗпе аптракан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ те вӑл, — эпир ӑна Мандрит тесе чӗнеттӗмӗр, мӗншӗн тесен вӑл Мадрида нимпе те йышӑнасшӑн марччӗ.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Ача чухне эпир Иван Иваныч княҫа асатте тесе чӗнеттӗмӗр, анчах халь, ун пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫын пулса тӑрсан, ӑна «асатте» теме ман чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, кунта ларакан пӗр улпут пек «ваше сиятельство» тесе каласси хама хам кӗҫӗне хунине пӗлтерессӗн туйӑнчӗ, ҫавӑнпа калаҫу тӑршшипех эпӗ ӑна нимӗнле те чӗнмерӗм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунта: ҫаврашка питлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, ҫутӑ куҫлӑ пӗчӗк «Пӗрремӗш Ваня», унран хӑйӗн ҫирӗп кӗлеткипе тата пӗчӗк пӗвӗпе анчах уйрӑлса тӑракан тӑватӑ ҫулхи «Иккӗмӗш Ваня», — эпир ӑна пӗр евӗр кӑмӑлӗшӗн Ермак Тимофеевич тесе чӗнеттӗмӗр, — тем сӑлтавпа Силён Портянкин тесе чӗнекен унӑн виҫӗ ҫулхи шурӑ ҫӳҫлӗ йӑмӑкӗ тата ытти ача-пӑчасем те пурӑнатчӗҫ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Эпир вӗсене «полковник» тесе чӗнеттӗмӗр, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем вырнаҫса ларнӑ йӗркепе полковник петлици евӗрлӗрехчӗ; ҫулӑн тепӗр енне ҫав майпах «подполковник» тесе чӗннӗ виҫӗ ҫурта аса илтӗм; «Полковник» вӑл вӑхӑтра нимӗҫсен аллинчеччӗ, «подполковник» пирӗнччӗ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
— Эпир ӑна Мария, тесе чӗнеттӗмӗр.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Пирӗн ФЗО-ри учитель ҫаплаччӗ, мӑнтӑр та хӗрлӗскер, ӑна ҫӑмха тесе чӗнеттӗмӗр.
Пӗр тӑван Волковсем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 116–126 с.
Унта эпӗр час-часах Н. Ф. Беляева чӗнеттӗмӗр, вӑл пире кашни пымасренех хресченсен мӗншӗн кӗрешме кирли ҫинчен каласа паратчӗ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Ӑна Булька тесе чӗнеттӗмӗр.
Булька // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпир ӑна, Катьӑна, пурте Чайка тесе чӗнеттӗмӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Константин тесе чӗнеттӗмӗр…
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Иван Павлович (ҫапла чӗнеттӗмӗр эпир Кораблева) пӗтӗм лайӑх рольсене шанчӑксӑр ачасене пани пӑртак вырӑнсӑртарах пек тухатчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1