Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑнкӑ сăмах пирĕн базăра пур.
чӑнкӑ (тĕпĕ: чӑнкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӑптӑкӑн пӗр енче вӑл халь тин хӑпарнӑ чӑнкӑ сукмак авкаланса выртнине асӑрхарӗ, тепӗр енче улӑхма ҫук чӑнкӑ чул ту ҫӗкленсе тӑрать тата виҫҫӗмӗш енче чӑнкӑ сӑртпа юнашар вӑрманлӑ тӗпсӗр шӑтӑк пур, ун тӑрӑх хӑпарса анма май та ҫук.

С одной стороны площадки находилась крутая и скалистая тропинка, по которой гладиаторы пришли сюда; с другой — высокие и неприступные скалы; с третьей — противоположный склон горы, спуск и подъем с этой стороны были почти невозможны.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Нумай-нумай пиншер ҫулсем ҫавӑн пек ӗҫленӗ хыҫҫӑн чи малтанхи пӗр евӗрлӗ, илемсӗр хуҫланчӑксем, тикӗс тӳремлӗхсем вырӑнне илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ туллӑ ҫӗршыв пулса тӑрать, кунта шӗвӗр тӑрӑллӑ хитре чул сӑртсем, чӑнкӑ чул тусем, чӑнкӑ тайлӑмсем, сарлака тата ансӑр айлӑмсем, ту хушӑкӗсем, шывӗсем, хӑватлӑ юханшывсем тата пӑрлӑхсем пулса каяҫҫӗ.

И вот, после многих и многих тысяч лет такой работы однообразные, некрасивые первоначальные складки, ровные плоскогория сбросов превращаются в красивую и разнообразную горную страну, с цепями зубчатых вершин, живописными скалами, отвесными утёсами, крутыми склонами, широкими и узкими долинами, ущельями, водопадами, бурными речками и ледниками.

2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Аймын ватӑ, анчах Кэмби пӑшал тытса пирӗн ҫӗр ҫине килсен, Аймын вӑл Кэмбие, ирсӗр йытта ярса тытнӑ пек, ярса тытать те ҫав ман хӗр шыва сикнӗ чӑнкӑ чӑнкӑ ҫырантан тӳрех тинӗсе ывӑтать!

Аймын стар, но, если Кэмби вздумает прийти на нашу землю с оружием в руках, Аймын схватит Кэмби, как паршивую собаку, и сбросит его вон с того обрыва, с которого бросилась в воду моя дочь!

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хуланалла улӑхакан хӗрлӗ тӑмлӑ чӑнкӑ ҫырана ҫапӑ-ҫатракасемпе тыттарса ҫирӗплетнӗ, чӑнкӑ ҫыран хӗррипе хула бульвар туса хунӑ, унта тирексем, акацисем, ҫӑкасем йӑвӑ лартса тултарнӑ; бульвар варринче хула пуҫлӑхӗпе Покивайко хӑйсен укҫипе хитре беседка тутарнӑ, ҫийӗ мачтӑллӑ, уявсем чухне ҫав мачта ҫинче патшалӑх ялавӗ вӗлкӗшсе тӑрать.

Рыжий глинистый обрыв городского берега был укреплён фашинником, а вдоль обрыва город устроил длинный бульвар, густо засадив его тополем, акациями, липой; в центре бульвара голова и Покивайко выстроили за свой счёт красную беседку, с мачтой на крыше, по праздникам на мачте трепался национальный флаг.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ту таврашӗнчи уҫӑ сывлӑшра кирек мӗнле йӑваш сасса та илтме пулать: Фанагорийка ҫырминчи выльӑх ури айӗнче чул шакӑртатнине те, чӑнкӑ ҫыран патнелле ишсе куҫакан хурсем какаклатни, чӑнкӑ ҫыран хӗрринчен ҫав хурсене «тика-тика-тика» тесе йыхӑрни — пурте илтӗнет кунта.

Горный прозрачный воздух передавал самые малейшие звуки: и шорох камней под ногами скота на Фанагорийском перекате, и крик гусиной стаи, переплывавшей к крутому берегу, и тихое «тега-тега-тега», которым подзывала гусей девочка, стоявшая над обрывом.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шоссерен пӗр вуникӗ километрта, чул сӑртсем, чӑнкӑ ҫырансем, чӑнкӑ сӑртлӑ вырӑнсем тӗлли-паллисӗр купаланса тӑнӑ ҫӗрте, ҫак пӗр чӗрӗ чун та ҫук пек туйӑнакан вырӑнта, сасартӑк ҫӳлтен пулемет пеме тытӑнчӗ.

Километрах в двенадцати от шоссе, в хаотическом нагромождении диких скал, обрывов, круч, где казалось, не могло быть ни одного живого существа, неожиданно ударил сверху пулемет.

XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Каллех партизансен ҫӗрлехи маршӗ пуҫланчӗ: пӗр чӑнкӑ ҫӗртен тепӗр чӑнкӑ ҫӗре, ҫулсӑр-йӗрсӗр, ниме пӑхмасӑр, такӑна-такӑна, ӳке-ӳке утатпӑр.

Снова начался ночной партизанский марш: с кручи на кручу, без дорог шагали напролом, спотыкались, падали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ик-виҫӗ кун хушши чӑнкӑрах, хӑш чухне ҫав тери чӑнкӑ анакан ҫул, пире Ҫӗр айнелле тарӑнах илсе кӗчӗ.

В продолжение нескольких дней более крутая дорога, иногда даже ужасающе отвесная, завела нас глубоко в недра Земли.

XXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Чӑнкӑ ҫыран хӗррине икӗ ҫулпа хӑпарма пулнӑ: е сӗвек, вӑрӑм, виҫӗ кукӑрлӑ ҫулпа, е чӑнкӑ, тӳп-тӳрӗ выртакан, ҫӗрӗк картлашкаллӑ йывӑҫ пусма тӑрӑх.

Подняться на обрыв можно было двумя способами: по длинному, пологому спуску в три марша или по крутой, почти отвесной деревянной лестнице с гнилыми ступеньками.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Базилика — Дунайӑн чӑнкӑ ҫыранӗнчи сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ виҫҫӗмӗш историллӗ храм.

Базилика — третий исторический храм, расположенный на холме на крутом берегу Дуная.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Куҫ тӑраниччен пӑхать Иван тӑван тавралӑха: ҫурҫӗр енчи вӑрманлӑ тусене, ҫырмари ват йӑмрасене, чӑнкӑ ҫырана, пӑрпа карӑнма пуҫланӑ ҫырмана…

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин хыҫҫӑн теприне пуҫ урлӑ йӑта-йӑта ҫапрӗ вӑйлӑ Эрхип, анчах ҫав хушӑра темскер килсе ҫапнипе куҫӗ хуралса килчӗ те, вӑл, чӑнкӑ ҫыран ҫинчен сулӑнса, ҫырманалла кусса анса кайрӗ…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи кунсенче вӑрмантан тухса, ҫӳллӗ те чӑнкӑ ту тӑрне хӑпарса тӑратӑн та, сана сулхӑн ҫил хумӗ ҫавӑрса илет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫыранӗ, чӑнах та, чӑнкӑ та ҫӳллӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑн юхакан ҫыр-ман кӑнтӑр ҫыранӗ чӑнкӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫ тӗксӗмӗ витӗр ҫӳллӗ те чӑнкӑ сӑрт талккӑшӗнче ял курӑнсан, Анук ирӗксӗрех тӗлӗнчӗ:

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал хӑрушӑ кӑмӑлах ӑна Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранне хӑваласа килчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан чӑнкӑ вырӑна ҫитсе аялалла пӑхрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи чӑнкӑ ҫыранран пуҫхӗрлӗ ярӑнас!»

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳлмек патне анаталла хӑвӑрт ҫитрӗмӗр-ха, анчах та чӑнкӑ ҫырмаран ҫӳле хӑпарма ачасене ҫӑмӑл пулмарӗ, пашкакан кӗҫӗн ывӑлӑма, Арӑслана, «кутамккалама» тиврӗ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней