Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн курайман тӑшманӗсем вӑл хура ӗҫ тунине чухланине ӑнланчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл веҫех каларӗ, каларӗ, Мустай ҫинчен те хӑй тавҫӑрса чухланине веҫех.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эпӗ, паллах, нимне те ӑнланса илеймерӗм, анчах хам вырӑн килӗшӳллӗ маррине старик те чухланине сисрӗм те, манӑн вара часах старикпе ним пытармасӑр тумасӑр килӗштерес ӗҫ майлашрӗ карӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Соня хӑйӗн янӑравлӑ сассипе кӑмӑллӑн кулать, лешӗ тӗрӗс чухланине палӑртса, пуҫне сулать.Она смеялась своим милым звонким смехом и делала ему головкой знак, что он угадал.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хулпуҫҫийӗсене мӗнле сарса тӑнинчен тата аллисене стройри пек тӗрӗс тытнинчен, вӗсем арисакине кавасакинчен кая мар чухланине ӑнланма пулать.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
— Ӑҫта каяс тетӗн? — ыйтрӗ Ильинична хӑй тӗрӗс чухланине пӗлес тесе.— Куда это собралась? — спросила Ильинична, чтобы убедиться в верности своих предположений.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӗҫӗн ҫак енӗпе ҫапла ҫине тӑрса аппаланнинчен вӑл ҫав темле аван мар, хӑйшӗн усӑллах мар япала пуррине (вӑл хӑй те ҫаплах калатчӗ) чухланине эсир ҫӑмӑллӑнах туйса илме пултаратӑр.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1