Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑп-тап-тӑп чупаҫҫӗ…
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ял тӗтӗмне туйса, пӗр хӑваламасӑрах васкаса чупаҫҫӗ мӗскӗнсем.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫынсем вӗсене пӑхса тӑмасӑр пушар еннелле чупаҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӑкӑрланакан тусан ӑшӗнче вӗсем хыҫҫӑн фрицсем, автомачӗсене умра тытса, кунталла чупаҫҫӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑшӗ котелокпа, хӑшӗ кружкӑпа, пӗрисем вӗри шыв патне чупаҫҫӗ, теприсем пӗчӗк пасара сӑрса илчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Темиҫе хӗрарӑм: хӑшӗ халатпа, хӑшӗ аялти кӗпе вӗҫҫӗнех, ҫӳҫӗ-пуҫӗсене салатнӑран арҫурин курӑнаканскерсем, кӑравул кӑшкӑра-кӑшкӑра чупаҫҫӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӳпере ҫумӑр пӗлӗчӗсем валемӗн-валемӗн капланса чупаҫҫӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗпӗртетеҫҫӗ кӑна: выляҫҫӗ, кулаҫҫӗ, чупаҫҫӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Шӑшисемпе йӗкехӳресем урайӗнче ҫеҫ мар, стенасемпе нарсем тӑрӑх чупаҫҫӗ, ҫимелли шыраҫҫӗ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Вӗсем ун пуҫӗ тӑрринченех ҫуртӑн тӗрлӗ кӗтесне ниҫта перӗнмесӗр, никама чӑрмантармасӑр чупаҫҫӗ, ҫынсене пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Аренӑра тӗрлӗ тӗслӗ хӑюпа та шарпа илемлетнӗ лашасем карлӑка хыттӑн таплаттарса тата малти ретре ларакансене пӑчкӑ ҫӳппипе сапа-сапа ӗрӗхтерсе чупаҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ачӑрсем епле чупаҫҫӗ?
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Вут хыпса илме пуҫланӑ трактор патнелле ҫынсем чупаҫҫӗ…
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тамарӑпа Стасик уҫланкӑ еннелле ҫара уран чупаҫҫӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Шыв ҫийӗн вӗт хумсем чупаҫҫӗ.
Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Кӗтӳ айккисенче тата хыҫалта пысӑк хурал йыттисем чупаҫҫӗ.
Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пӑлан кӗтӗвӗсем, антрава ернӗ пек уҫӑ вырӑнсенелле чупаҫҫӗ: унта ҫил вӗрнипе вӑрӑмтуна сахалрах.
Ҫулла тундра тӑрӑх сӳрени // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пур еннелле те чугун ҫулсем каяҫҫӗ, вӗсем тӑрах поездсем хӑвӑрт чупаҫҫӗ.Во всех направлениях тянутся линии железных дорог, и по ним быстро бегут поезда.
Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Пӑлансем те хӗпӗртесе чупаҫҫӗ.
Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Тулта хӗвел пӑхнӑ чухне, ӑшӑ, лӑпкӑ пулсан, вӗсем хӗпӗртесе шкула чупаҫҫӗ.Весело бегут они в школу, когда на дворе солнечно, тепло и тихо.
Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.