Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чунӑмпа (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам чунӑмпа революционерсем майлӑ, анчах халлӗхе мӗн тумаллине лайӑххӑн пӗлместӗп.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ те хамӑн диссертаци ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен Оксанӑна каласа патӑм, чунӑмпа йӗтӗм эпӗ ун умӗнче.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

КАРАМЫШ: Пӗлетӗп, чунӑмпа сисетӗп: Чапкунпа ун ҫыннисем пуҫтахланаҫҫӗ унта, сирӗн енче.

Помоги переводом

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хама хам сӑнанӑ май йӗнер ҫинче чунӑмпа та, ӳтӗмпе те каннине туятӑп, — ҫакна шӑл тертлентерсе сурнинчен пӳлӗмре чупкаласа каннипе танлаштарма юрать-тӗр.

Следя за собой, я видел, что отдыхаю в седле душою и телом, как отдыхают от мучительной зубной боли, бегая по комнате.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Унтан Дюрок манпа сыв пуллашрӗ те хӑйсем пурӑнакан хӑна ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ, эпӗ вара — чӗлӗм туртса, эрех сыпкаласа тата кӗвӗ-ҫемӗ итленӗ май — чунӑмпа Чаплӑран та чаплӑ Ҫӗр-шыва кайрӑм, Гарден сӑмсахӗ еннелле нумайччен-нумайччен пӑхса тӑтӑм.

Потом Дюрок распрощался со мной и исчез по направлению к гостинице, где жил, а я, покуривая, выпивая и слушая музыку, ушел душой в Замечательную Страну и долго смотрел в ту сторону, где был мыс Гардена.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ чунӑмпа хулана ӑнтӑлатӑп — пӑхма-тӗмсӗлме, пуҫӑма мӑнаҫлӑн ҫӗклеме.

Я рвался в город, чтобы взглянуть, гордо поднять свою голову.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Хушса хуратӑп: паян манӑн ют ӗҫсенчен, ют пурнӑҫсенчен нихӑҫанхинчен те ирӗклӗрех чунӑмпа пулас килет.

Прибавлю еще, что сегодня мне более, чем когда-либо, хочется быть с душой, свободной от чужих дел и чужих жизней.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Халӗ эпӗ сирӗн енче тӑратӑп, ҫавӑнпа та пӗтӗм чунӑмпа, ӳтӗмпе хамӑр отряда сирӗн пек лайӑх ҫынсӑр тӑратса хӑварас мар, тесе тӑрӑшатӑп.

Я теперь на вашей стороне и душой и телом и не хотел бы, чтобы ваш отряд лишился такого человека, как вы.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ халӗ те чунӑмпа ҫамрӑк-ҫке.

Ведь я и сейчас оказался не лучше юнги…

VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Ӑҫта ҫыпҫӑнас чунӑмпа?

— К чему прилепиться душой?

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ тӳрӗ ҫулпа пыратӑп, эпӗ чунӑмпа унталла-кунталла тӑрӑнкаламастӑп, тӗттӗм тӗнчене йышӑнмастӑп…

Я иду прямым путем, я не виляю душой, темного мира не приемлю…

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Любовь Сергеевна ку каҫ ҫӗрӗпех ҫавнашкал ниме тӑман, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман сӑмахсемпе кӑна калаҫрӗ; анчах эпӗ Дмитрие хытӑ ӗненнӗрен тата вӑл: «ну, мӗнле?» тесе ыйтакан сӑнпа пӗрре ман ҫине, тепре хӗр ҫине пӑшӑрханарах пӑхнӑран, эпӗ унашкалли вӑл час-часах пулкалать — Любовь Сергеевнӑна нихӑш енчен те мухтама ҫуккине чунӑмпа ҫирӗппӗн ӗненсе ҫитрӗм пулсан та, ку шухӑша хама хам каламашкӑн та шикленерех тӑтӑм.

Любовь Сергеевна весь этот вечер говорила такими большею частию не идущими ни к делу, ни друг к другу изречениями; но я так верил Дмитрию, и он так заботливо весь этот вечер смотрел то на меня, то на нее с выражением, спрашивавшим: «Ну, что?» — что я, как это часто случается, хотя в душе был уже убежден, что в Любовь Сергеевне ничего особенного нет, еще чрезвычайно далек был от того, чтобы высказать эту мысльдаже самому себе.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пуянлантӑм-и чунӑмпа?..

Стал ли я богаче?..

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Чунӑмпа мӗн тери васкаттӑм эп!

Как я торопился душой!

11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ахальтен эпӗ ӑна тарӑхтарас та ҫук, ун патне пӗтӗм чунӑмпа туртӑнса, ун пек-кун пек чӗремпе пуҫӑнса та кӗрес ҫук…

А так я не стану же его расстраивать, лезть к нему со всей душой, со всякой сыростью…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Анчах эпӗ те… чунӑмпа таса, — пӑшӑлтатса илчӗ Настя, куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхса.

— Но я тоже… честная, — прошептала Настя, опуская глаза.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ма тесен эп хамӑн чунӑмпа, Пурнӑҫпа Тав тумашкӑн тивӗҫ ӑна ҫеҫ, Ӑна ҫеҫ…

Потому что, счастьем и судьбой — Жизнью всей Я обязан только ей одной, Только ей…

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ тӗлӗнсе кайнӑ йытта хӑвӑрт чӗнсе илтӗм те — кайӑка ырласа, ӑна чунӑмпа парӑнтӑм.

Я поспешил отозвать смущённого пса и удалился, благоговея.

Салакайӑк // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 34–35 с.

Эпӗ чунӑмпа ҫунса тертлентӗм… анчах вӑл пур чухне те мана ҫӑмӑлах марччӗ.

Я изнывал… но в ее присутствии мне становилось не легче.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ Зинаида ҫук чухне чунӑмпа ҫунса тертлентӗм: нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пӗлмерӗм, нимӗнле ӗҫ те тытаймарӑм, кунӗ-кунӗпе пӗр ун ҫинчен кӑна тимлесе шухӑшларӑм…

Я изнывал в отсутствии Зинаиды: ничего мне на ум не шло, все из рук валилось, я по целым дням напряженно думал о ней…

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней