Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑвашсен «Аллу хуҫӑлсан — алса ӑшне пытар» текен каларӑшӗ — унӑн чуннех кӗрсе ларнӑ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫурхи пӗрремӗш уяв кашни ҫын чуннех пӑлхантарать.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk
Кактус йӗпписем унӑн аллине ыраттармаллах чикрӗҫ — ҫав йӗпсем унӑн ывӑҫ тупанне мар, чуннех пырса тӑрӑннӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл сасартӑк ҫав тери хытӑ тарӑхса кайрӗ те йывӑҫа тымарри мӗнӗпех кӑклама, хуҫма пуҫларӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Завод тахҫанах выҫӑ кашкӑр пек улать ӗнтӗ, ҫак сасӑ Прошка чуннех кайса тивет.Заводский свисток действительно давно вытягивал свою волчью песню, хватавшую Прошку прямо за сердце.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Владимира вара хамӑрӑн калаҫу чуннех кайса тиврӗ пулас: хӑйӗн «темине» ҫаплах-ха ҫине тӑрсах, пит тӗплӗн малалла аталантарать вӑн.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫак ҫынсем ӗнтӗ — христиансем, пӗр закона, юратупа харсӑрлӑхӑн аслӑ законне пӑхӑнса тӑраканскерсем, хӑйсем тунӑ киревсӗр ӗҫсене кура, хӑйсене пурнӑҫ парса кашнин чуннех вилӗмрен хӑрама, ырлӑхпа илемлӗхе юратма вӗрентекенни умне сасартӑках ӳкӗнсе чӗркуҫленмӗҫ-ши, савӑнӑҫпа телей куҫҫульне юхтарса пӗрне пӗри тӑвансем пек, ыталаса илмӗҫ-ши?
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Таврари шӑв-шав мӗнпур сасса путарса лартать пулин те, вӗсен аран ҫеҫ илтӗнекен юрри, этем хӑлхине пырса кӗрсе, ҫав юрӑра тем тери пысӑк та чикесӗр йывӑр асап палӑрнипе, вӑл кашни ҫын чуннех тивсе тӗлӗнтерсе яма пултарать.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эпӗ унне, чуннех тӑпӑлтараттӑмччӗ та-ха, — офицер чунӗ мӗнлине кураттӑмччӗ, — казаксем хушмарӗҫ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗлтӗрех-ха вӑл, хам ляхсемпе пӗрле Крым ҫине кайма хатӗрленнӗ чух (ун чух эп ҫав суя тӗнлӗ халӑх майлӑччӗ-ха), Братски монастырьти игумен каласа пачӗ мана (вӑл, арӑм, светуй ҫын), антихрист кашни ҫын чуннех чӗнсе илме пултарать, терӗ; чун вӑл, ҫынни ҫывӑрса кайсан, хӑй ирӗккӗн ҫӳрет, турӑ ҫурчӗ патӗнче архангелсемпе пӗрле вӗҫсе ҫӳрет.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ак шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, Петро чуннех пырса тиврӗ ку, халь ӗнтӗ ӑна тем те пӗр илтӗннӗн туйӑнать: курӑкӗ кӑшӑлтатма пуҫларӗ, чечекӗсем, пӗчӗкҫеҫ кӗмӗл шӑнкӑравсем пек, пӗр-пӗринпе ҫинҫе сассисемпе калаҫма тытӑнчӗҫ; йывӑҫӗсем кӗр-кӗрлесе ятлаҫма тапратрӗҫ…
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Обломовӑн ҫав пӗтӗм пурлӑхне такам вӑрласа унӑн чуннех пытарса хунӑ, тейӗн.Кто-то будто украл и закопал в собственной его душе принесенные ему в дар миром и жизнью сокровища.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1