Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чиперкки (тĕпĕ: чиперкке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи чиперкки, чи хитри вӑл кунта! — икӗ куҫ тулли «чӗрӗ пуканене» йӑлтӑрти кулӑпа ҫупӑрласа, ӑна ӑшра «пуҫранах ачаш туса илчӗҫ» ыттисем.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Чӑнах та, вӑл хӗрлӗ тӗслӗ, мӗнле калаҫҫӗ-ха, хӗрлӗ лӗпӗш — юрату, сарри — уйрӑлу, апла эпӗ кӑҫал кама та пулин юратса пӑрахатӑп, — кулса ячӗ пӗр чиперкки, тӗксӗмрех сарӑ ҫӳҫлӗ те кӑн-кӑвак куҫлӑскер.

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чиперкки маттур вӑл, — хӗр ачана йӗнер умне вырнаҫтарчӗ каччӑ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑххи, ун пуҫтахне кил хуҫи чиперкки тарӑхнӑ тесе, пӗтӗм хӑлхана ҫуй туса, ункӑри чӑх ушкӑнне шӑр-шар шуйхантарса, ӑҫталла куҫ курнӑ ҫавӑнталла, пӗр чарӑнми ҫӗр ҫӗмӗрсе ыткӑнчӗ.

Курица от неожиданности громко закудахтала и бросилась прочь, разогнав и всех остальных.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапах та ҫамрӑксем самаях эрех-сӑра сыпни курӑнать: пӗри хӗрпе пӑру ҫуллашнӑ пек чуп туса ларать, тепри хӗр пуҫӗпех стакана эрех ярса ӗҫет, виҫҫӗмӗш чиперкки вара лӑпкӑ кӗвӗ ҫеммипе пӳлӗм варринчех ҫӗлен пек явкаланса кӗпине хывать.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней