Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чиккисене (тĕпĕ: чикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паркӑн хальхи чиккисене 1978 ҫулта палӑртнӑ.

В современных границах парк существует с 1978 года.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

Паттӑрлӑх пирки сӑмахланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакан тыл ӗҫченӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.

Помоги переводом

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

XIX ӗмӗрте Нуби чиккисене тӗрлӗрен палӑртнӑ.

В XIX веке границы Нубии определялись по-разному.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Куславкка тӑрӑхӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ тыл ӗҫченӗсене халалланӑ мемориала ҫитсе куртӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Контурлӑ карта ҫинче ССР Союзӗн тинӗс чиккисене кӑвак карандашпа туртса паллӑ тӑвӑр, ҫакӑнта асӑннӑ тинӗссен тата Совет Союзӗн утравӗсемпе ҫурутравӗсен ячӗсене ҫырса хурӑр.

На контурной карте обведите синим карандашом морские границы СССР и надпишите названия указанных здесь морей, островов, полуостровов Советского Союза.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Раҫҫей йышне кӗрсен пушкӑрт ҫыннисем ҫӗршывӑн тулашри чиккисене хӳтӗлемелли пысӑк миссие хӑйсем ҫине илнӗ.

И что с вхождением в состав России башкиры взяли на себя важную миссию защиты внешних рубежей страны.

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3470287

Каялла таврӑннӑ чухне коллектива хутшӑнакансем Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене асӑнса лартнӑ «Строителям безмолвных рубежей» мемориал комплексне ҫитсе курчӗҫ.

Помоги переводом

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%82%d1%8 ... %87%d3%97/

Тӑван ҫӗршывӑн тинӗс чиккисене хӳтӗлекенсем, уяв ячӗпе сире!

С праздником, доблестные защитники морских рубежей Отечества!

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче туса лартнӑ асӑну комплексӗнче (ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ) ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн.

Возле мемориального комплекса, воздвигнутого возле Байгулово Козловского района (который посвящен героям, строивших Сурский и Казанский оборонительные рубежи), хотят построить надземный переход.

Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35191.html

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ астӑвӑм комплексӗнче музей ҫӗклеме палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет.

Помоги переводом

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Тыл ӗҫченӗсен, ҫав шутра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен вилӗмсӗр ӗҫне сума суни, историллӗ аса илӗве пулас ӑрусемшӗн упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

«Чӗмсӗр чикӗ ҫӗклекенсене» халалланӑ митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61132

Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрти ентешсен кун-ҫулне тӗпченӗ май, эпир Алексей Филиппович Егоров ҫинчен ҫӗнӗ сведенисем тупрӑмӑр.

Помоги переводом

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвас тесе йышӑннӑ патшалӑх комитечӗ.

Помоги переводом

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

2023 ҫулта икӗ пысӑк проекта – «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗпе Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин ку чухнехи информаци тата технологи хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянлатнӑ музейӗсене йӗркелеме палӑртатпӑр.

В 2023 году планируем осуществить два амбициозных проекта – создание музеев Мемориала «Строителям безмолвных рубежей» и Вышитой карты России, оснащенных современным информационным и технологическим оборудованием.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Пирӗн вара мӗнле: тавлашса хӗрсе кайса, хӑйӗн каларӑшне хирӗҫ чӗннине ҫывӑха илсе пӗри хӳтӗленсе чиккисене каҫать, тепри те ҫывӑха илсе кӳренет, ытти калаҫу вара харкашу пулать.

Помоги переводом

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

«Тӗрленӗ карттӑсӑр» пуҫне, ҫакӑ, паллах, «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, кӗнекесемпе энциклопедисем, интернет ресурсӗсемпе фильмсем, регионсем хушшинчи патриотлӑх мероприятийӗсем тата ҫитӗнекен ӑрӑва истори тапхӑрӗсене куҫ умне кӑларма тата малашлӑха шанчӑклӑн утакан ҫынна пӑхса ҫитӗнтерме май паракан тата ытти нумай япала.

Помимо «Вышитой карты», это, конечно, мемориал «Строителям безмолвных рубежей», книги и энциклопедии, интернет-ресурсы и фильмы, межрегиональные патриотические мероприятия и многое другое, что позволит погрузить подрастающее поколение в историю и сформировать человека, уверенно шагающего в будущее.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тӗрӗссипе, вӗсем хутшӑнмасӑр Росреестр патшалӑх тивӗҫтерӗвне кӳреймест: пӳлӗмсемпе ҫуртсен тата сооруженисен техника планне, ҫӗр участокӗсен мишавай планӗпе чиккисене палӑртнин актне, объекта учетран кӑларма тӗрӗслев актне хатӗрлеме кадастр инженерӗсен кӑна полномочи пур.

Помоги переводом

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

— 2021 ҫул пирӗн республикӑра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк пулнӑ май манӑн та аннен асаилӗвӗсем ҫинчен каласа парас килчӗ, — тет Чакаҫ вӑтам шкулӗнче нумай ҫул истори вӗрентнӗ, Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан Зинаида Егоровна Сорокина.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Хальхи вӑхӑтра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсем юлманпа пӗрех.

Помоги переводом

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней