Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

черкки (тĕпĕ: черкке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурак тӗпне шаккаҫҫӗ те Черкки ҫине пӑхаҫҫӗ-ҫке: Ӗҫмеллисем — пӗрре сыпма, Туртмаллисем — пӗр сывлама.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пуш кӗленчи умӗсенче, Сенкер черкки аллисенче, Чӗлӗмӗсем шӑл хушшинче, Тӗтӗмӗсем урайӗнче.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мӗн тӑвӑн, хуйхӑ пуснӑ ҫын алли пурпӗр эрех черкки еннеллех туртӑнчӗ…

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑк чух тем те пулнӑ пуль, — умӗнчи черкки ҫине пӑхса илчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Черкки кӗҫ-вӗҫ ҫӗре ӳкетчӗ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑйламасах мар пулин те, анчах ҫирӗп сывлӑхлӑскер, пилӗк-ҫурӑм питтинчен аптӑраманскер, арлӑх киленӗвӗ шӑнкӑравласан, ялти тӑлӑх маткасемпе те явӑҫкаланӑ, эрех черкки ӑшне путнӑ емпӗлти хӗрарӑмсене те хӑй килӗ умӗнчен «вырӑн хӑни» тумасӑр ирттерсе яман.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ял ҫине ят ямасӑр Полина юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесе килте те, шкулта та кӳнтем пулчӗ, ҫын ҫинче те, хӑйне хӑй тӑптӑм, серӗплӗ, виҫеллӗн тытса, сӑпай картинчен кӑлармарӗ, хӑтсӑр пуҫтахсенчен, усал шухӑш-ӗмӗтлӗ, каҫсерен ют пахчасенче панулми ҫаратакан, ватка е мулкач пӑхне авраса каппайлӑн пирус мӑкӑрлантарса ҫӳрекен, эрех черкки тӑррине те татса пама ӗлкӗрнӗ ачасен ушкӑнӗсенчен пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗнче те, арӑмӗнче те ҫак чӑтма ҫук йывӑр хуйхӑ-суйхӑ «хура пӗлӗтне» самантлӑха та пулин сӗвӗртсе, вашкӑртса ярас, манӑҫа хӑварас тесе-ши, пӗррехинче Ула Тимӗр Полинӑна пӗр сӑлтавсӑрах эрех черкки сӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, Полина, паян, сана асӑнса, алла эрех черкки тытмастӑпах.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Именнӗ юрӑҫ каллех эрех черкки тытрӗ, унтан каллех пӗччен ларакан Таньӑна ташлама чӗнсе кӑларчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йыснан черкки ҫут черкке те Ҫич ҫухрӑмран ҫут ӳкрӗ, Ун ҫуттипе килтӗмӗр те, Ун ҫуттипе килтӗмӗр.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Черкки урайне ӳксе ванса кайрӗ.

но рюмка упала и разбилась вдребезги.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мана ӗненмесен ак хуҫаран ыйт эппин, — тесе ӳсӗрри сӗтел ҫинчи аллине эрех черкки еннелле тӑснӑччӗ — сасартӑк каялла туртса илчӗ.

Не веришь мне — спроси вон у хозяина, — говоривший потянулся было к рюмке, но тут же отдернул руку.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук эрех черкки ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Ивук глазами указал на рюмки.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн та черкки ҫакӑн пек тулли пултӑр.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Соня, ним тума аптранӑскер, черккине тытрӗ те чӗнмен хӑнана эрехпе питӗнчен сапрӗ, черкки ҫӗре ӳкрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн туса хутӑн эс?! — ӗҫме пуҫланӑ эрех черкки аллинчен ӳкрӗ амӑшӗн.

Что ты наделала?! — рюмка водки, поднесенная к губам, выпала из рук матери.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫавӑнпа авалхи китаецсен черкки е икӗ хӑлхаллӑ тӑхлан евӗрлӗ ҫакӑн пек кӗмӗле нихҫан та курман.

И никогда не видывали таких слитков, похожих на старинные китайские чарки или куски свинца с двумя ушками по бокам.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унтан инҫетрех мар салху октавист Митропольский, вырӑнтан кӑларса янӑ дьякон евӗрлӗ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ мӑн ҫын, сӗтел ҫинелле тайӑнса ларать, ӳсӗр пичӗ ҫинче унӑн тем пысӑккӑш куҫӗсем пур; вӑл хӑй умӗнчи эрех черкки ӑшнелле пӑхать, ӑна илсе ҫӑварӗ патне илсе пырать те каллех хуллен, ним сасӑ тумасӑр сӗтел ҫинелле ларать, — темшӗн ӗҫсе яма пултараймасть.

Недалеко от нее навалился на стол мрачный ок-тавист Митропольский, волосатый детина, похожий на дьякона-расстригу, с огромными глазами на пьяном лице; смотрит в рюмку водки перед собою, берет ее, подносит ко рту и снова ставит на стол, осторожно и бесшумно, — не может почему-то выпить.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Мана тата парӑр! — кӑшкӑрчӗ те Серёжа хӑй черкки еннелле аллине тӑсрӗ, ҫавна май пушӑ кӗленчене тӳнтерсе ячӗ.

— Я хочу еще! — крикнул Сережа, потянулся к своей рюмке и опрокинул пустую бутылку.

Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней