Поиск
Шырав ĕçĕ:
Компаса ҫапла лартаҫҫӗ: ӑна тӳрем вырӑна хураҫҫӗ те стрелки выляма чарӑниччен кӗтсе тӑраҫҫӗ.Устанавливают компас так: кладут его на ровную поверхность и дают стрелке успокоиться.
Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ывӑлӗпе кӑна пурӑнать иккен, упӑшки вӑрҫӑ чарӑниччен пӗр эрне малтан вилнӗ.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Вӑл чарӑниччен ҫынсем клубран тухмасӑр тӑчӗҫ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Юн кайма чарӑниччен тӗм ҫине кайса Лар, — хушрӗ ашшӗ.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн виличчен, чӗре тапма чарӑниччен юратӑп эп сана уншӑн…
14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Диктор чарӑниччен никам та хускалмарӗ-ха, анчах вӑл вуласа пӗтерсен, пурте Людмила кунта пур-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗншӗн-ши: савнин тӑванӗсенчен вӑтаннипе-ши (вӑл Сашӑн арӑмӗ пулман-ҫке уншӑн куҫҫуль тӑкма), е унӑн юратӑвӗ савнин чӗри тапма чарӑниччен ҫеҫ пулнӑ-ши?
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӗри тапма чарӑниччен виҫӗ сехет маларах та аванах ларса питӗ хаваслӑ калаҫрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл ӳт чӗтреме чарӑниччен кӗтрӗ, Давенант куҫӗсене хуҫӑлса пӗтнӗ чӗрнеллӗ, ҫӗр айӗнчи ӗҫре тертленнӗ аллисемпе хупрӗ, унтан кӗмӗл пӑлана хушнӑ ҫӗре леҫме кайрӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Каятӑп кунтан пароходсем ҫӳреме чарӑниччен.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫыран хӗрри ку вырӑнта пысӑках мар сӑмсах пек тинӗселле тухса тӑрать, эпӗ юриех вара, хамӑр пырса чарӑниччен тӑшмансем пире ан асӑрхайччӑр тесе, сӑмсахӑн тепӗр еннелле ҫул тытма пытӑм.
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сывлӑшри ҫапӑҫура совет истребителӗ хӑйӗн чӗри тапма чарӑниччен, бакри бензин, самолет ҫинчи снарядсемпе пульӑсем пӗтсе ҫитиччен, самолет сывлӑшра тытӑнса тӑма пултариччен ҫапӑҫать.
24. Истребитель мӗнле ҫапӑҫать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Поезд тепӗр хут чарӑниччен лӑпах сехет ҫурӑ каймалла.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Амнистие пула савӑнса хӗпӗртени чарӑниччен пӗтӗм Италири реакционерсем пӗр-икӗ уйӑх лӑпланса ларӗҫ-ха.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Санин алӑк ҫинчи шӑнкӑрав шӑнкӑртатса чарӑниччен кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн сассине хӑпартса: «Никам та ҫук-и кунта?» тесе ыйтрӗ.
I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анчах кимӗ ҫырана ҫитсе чарӑниччен Увар Ивановича хӑйӗн юлташӗсене тепӗр хут тӗлӗнтерме тӳр килчӗ: вӑл, вӑрманӑн пӗр кӗтессинче сасӑ ытла та уҫҫӑн янӑраса илтӗннине асӑрхаса, сасартӑк путене пек пӗтӗлтетсе авӑтма пуҫларӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Прилив ирпе вунӑ сехетре пуҫланчӗ, ҫавӑнпа та сулӑ прилив чарӑниччен кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре ҫыран хӗррине ҫитессе шанма пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӑр ҫума чарӑниччен ҫулҫӳревҫӗсен ирӗксӗрех чарӑнса тӑмалла пулчӗ.Волей-неволей путешественникам пришлось дожидаться конца градобития.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ешӗл, вӑл ҫухалнӑранпа эпир ҫӗре ҫитсе чарӑниччен икӗ минут анчах иртнӗ тесен, ҫапла вара пирӗн айлӑмран пуҫласа сӑртсем ҫинче икӗ пин фут ҫӳллӗшне ҫитиччен ӑна шыраса ҫӳремелле пулать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Роберта курнӑранпа ҫитсе чарӑниччен икӗ минутран ытла иртмен…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
- 1
- 2