Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кашниех ыттисенчен малтан юмӑҫ пӑхса хӑй ӑраскалӗн пуласлӑхне пӗлесшӗн ҫунчӗ, кӑмрӑк татӑкӗ тӑварпа кӗл тӗлӗнче чарӑнасран хӑраса тӑчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Халӑх питӗ нумай пухӑннӑ, халӗ ӗнтӗ монтажниксем пирки ӗҫ чарӑнасран шиклене пуҫларӑм.— Там столько собралось народу, что я уже побаиваюсь, как бы за монтажниками не было задержки.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗрӗссипе каласан, вӗсем сыхӑ пулас шутпа ҫыран хӗррине ҫитмесӗрех якӑр ярса чарӑнасран тата шлюпкине сыхлама ик-виҫ ҫын хӑварасран хӑранӑччӗ эпӗ; ҫапла тунӑ пулсан, эпир вӗсен шлюпкине тытса илеймен пулӑттӑмӑр.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хушӑран хушӑ вӑранса, йӑслатса ҫунакан нӳрӗ каска ҫунма чарӑнасран, ун ҫине типӗ туратсем хуҫса хуркаларӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1