Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав ту; ун ҫинче ӑстайлӑн тӗртсе тунӑ херувим сӑнӗсем пулччӑр; 32. чаршава ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, ылтӑн сӑрнӑ, ылтӑн ҫекӗллӗ, тӑватӑ кӗмӗл тӗп ҫине лартнӑ тӑватӑ юпаран ҫак; 33. чаршава ҫекӗлсенчен ҫакса яр; унтан чаршав хыҫне саккун арчи кӗртсе ларт; чаршав сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме уйӑрса тӑрӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӗлӗ чатӑрне пуҫтарса ларт, 3. унта Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ларт, саккун арчине чаршавпа карса хур; 4. сӗтел илсе кӗр, ун ҫине унӑн мӗнпур япалине лартса тух, унтан ҫутаткӑҫ илсе кӗр, ун ҫине лампадисене ларт; 5. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ларт, [пуху] чатӑрне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур; 6. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне кӗлӗ чатӑрне кӗмелли алӑк умне ларт; 7. кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт ларт та унта шыв тултарса хур; 8. йӗри-тавра картиш туса ҫаврӑн, картишне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Театрӑн капмар алӑкӗ халӗ ҫурма уҫӑ, унта ылтӑн, ҫутӑ йӑлтӑртатаҫҫӗ, илемлӗ, кӗме май ҫук тӗнчери ҫиҫкӗнчӗк сӑнсем чаршав сӗмӗнче савӑнӑҫлӑн кулаҫҫӗ, чаршав ҫине вара парӑссемлӗ тата кайӑксемлӗ кӑвак лагуна ӳкернӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Час-часах ҫапла пулать: эсир пӗр-пӗр ҫемьене сӑпайлӑхӑн ултавлӑ чаршавӗ витӗр темиҫе ҫул хушши курсан та, ҫав ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе епле пӑхни сирӗншӗн ҫав-ҫавах вӑрттӑнлӑх пулса юлать (эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, ку чаршав хӑй витӗр мӗн тери сахалтарах кӑтартать тата ҫавӑнпа мӗн тери ытларах илемлӗ, сиртен пытарӑннӑ чӑн-чӑн ҫыхӑнусем ҫавӑн чухлӗ япӑхрах пулаҫҫӗ)!
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иван Евдокимович, ҫамрӑк ҫын пек, вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те чаршава уҫрӗ: чаршав хыҫӗнче вӗр-ҫӗнӗ ешчӗк ларать, лакпа сӑрланӑ аяккисем йӑлтӑратса тӑраҫҫӗ.
Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чаршав хушӑкӗ сарӑлчӗ, икӗ куҫ тӳрех Чижик ҫине пӑхрӗҫ, чӗкеҫ шатриллӗ сӑмса нӑшлаттарса илчӗ те сасартӑк чаршав хыҫӗнчен чӗлхе курӑнса кайрӗ.
Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ун куҫӗ умӗнче кӑшт ҫеҫ чӳхенсе ҫӳп-ҫӳхе те ҫӑп-ҫӑмӑл чаршав ҫакӑнса тӑрать пек, — ҫав чаршав хыҫӗнче вӑл… хускалмасӑр тӑракан ытарма ҫук илемлӗ ҫамрӑк сӑна туять; тутисем ҫинче ачаш кулӑ, куҫхаршисене вӑл аялалла антарнӑ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Унта вӑл, чаршав умне тухса, кӗске сӑмах каларӗ: малтан трагедие мухтарӗ, вӑл ҫав тери чаплӑ терӗ, унтан татах нумай каларӗ ун ҫинчен, тӗп роле Эдмунд Кин-Асли вылять терӗ; унтан, курма пухӑннисем хӑвӑртрах курасшӑн ӑшталаннине курса, герцог чаршава ҫӗклерӗ, вара король кулиса хыҫӗнчен тӑват уран упаленсе тухрӗ, ҫаппа-ҫарамас, хӑй йӑлтах тӗрлӗ сӑрсемпе йӑрӑм-йӑрӑм сӑрланса пӗтнӗ, асамат кӗперӗ пекех йӑлкӑшать.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗтӗм каҫхи апата Гришатка е чашӑк ҫине, е чаршав еннелле, е чашӑк ҫине, е чаршав еннелле пӑхса ирттерчӗ.
Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Тепӗр тесен, чаршав туянма кӑна укҫа тӑккаларӗҫ; ӑна хӗрлӗ хӑмачран ҫӗлетрӗҫ те Дебрянри турӑшсем сӑрлакан ҫынна ҫав чаршав ҫине лира ӳкерчӗкӗ тума пачӗҫ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чаршав хупӑнса пырать, чаршавӑн пӗр енчен Ванькка тухать, тепӗр енчен — Анфис аппа.Закрывается занавес, с одной стороны выходит Ваня, с другой – тетя Анфиса.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
35. Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав тунӑ, ӑстайлӑн ӗҫлесе ун ҫине херувим сӑнӗсем туса тухнӑ; 36. чаршав валли ситтим йывӑҫӗнчен ылтӑн ҫекӗллӗ тӑватӑ юпа тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата вӗсем валли тӑватӑ кӗмӗл тӗп шӑратса тунӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе чаршав ту; 37. чаршав валли пилӗк ситтим юпа ту, вӗсене ылтӑн сӑр; вӗсем валли ылтӑн ҫекӗлсем ту; вӗсем валли пӑхӑртан пилӗк тӗп шӑратса ту.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем сӗтел ҫитти, алшӑли, чаршав йышши кил тӗрӗш хатӗрӗсемпе пӗрлех капӑр ҫи-пуҫ та ҫӗлеҫҫӗ, эстрадӑпа подиума юрӑхлӑ тум та ӑсталаҫҫӗ.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Вӗсем кунта хӑйсен иксӗлми пултарулӑхне ирӗке яма пултарнӑ, авалхи кӗпесем ҫинчи тӗрӗсене ⎼ пурнӑҫ ыйтнине кура ⎼ сӗтел ҫитти, чаршав, чӳрече карри ҫине ӑстайлӑн куҫарнӑ.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Комеди пӗтрӗ, чаршав хупӑнчӗ, малалла ташӑ пуҫланчӗ, — теҫҫӗ-и ҫак французсем?
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗлип манран хӑраса пулас, ыратнине пӑхмасӑр чаршав айӗпе упаленсе тухма пикенчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Йытти чаршав (тӗрӗссипе илсен эпир шӑналӑк карнӑ) леш енне, ачасем курса ларакан ҫӗре, пат! персе анчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Ҫимун мӗн хӑтланнине Сӑпани чаршав хыҫӗнчен сӑнаса тӑрать, вӑл та ку конвертлӑ ҫыру ырах маррине туйса илчӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.