Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарасчӗ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тытса чарасчӗ халӗ ҫав телее, яланлӑхах тӑсасчӗ унӑн ҫепӗҫ туйӑмӗсене, черчен пек тап-таса пирвайхи юратӑвӑн асамлӑ вӑйне ӗмӗр-ӗмӗре, темӗнле асап, суя ултав витӗр те чыслӑн, пӗр вараламасӑр илсе тухасчӗ.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тем пулсан та чарасчӗ вӗсене.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Николай Осипович хирӗҫ тӑмарӗ, пуҫӗнче унӑн пӗр шухӑш кӑна: фельдшера чӗнтересчӗ часрах, юна юхма чарасчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр самантлӑха та пулин чарасчӗ ӑна.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӗсене кӑшкӑрса чарасчӗ те лартса кайма ыйтасчӗ!

Если бы можно было им крикнуть, чтоб они захватили её с собой!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Гарик ҫине сахалтарах куҫна чарасчӗ сан, — терӗм эпӗ.

— Поменьше бы глаза на Гарика таращила, — сказал я.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Санӑн, — терӗ вӑл, дворник еннелле пӑхса: — куличчен, ҫак вӑрӑ-хурахсене чарасчӗ.

— А тебе, — сказал он, обращаясь к дворнику, — надо бы унять этих разбойников, а не смеяться.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней