Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарайманшӑн (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дмитрий Бельский воеводӑпа Андрей Старицкий княҫа вӑл Ока урлӑ каҫнӑ чухне Крым ҫарӗсене тытса чарайманшӑн тата Коломна патӗнчен Мускава тарса килнӗшӗн Белоозера ссылкӑна ямарӗ (нумайӑшсем ҫавӑн пек тума сӗнетчӗҫ), ҫапах та чӗрере вӗсене пӗтӗмпех каҫарма та пултараймарӗ.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым ҫарне тытса чарайманшӑн Василий Иванович тӑван шӑллӗпе — Андрей Старицкий княҫпа — вӑрҫса кайрӗ, ӑна Мускавран та хӑваласа ячӗ; кунсӑр пуҫне тӗп хулана начар хӳтӗленӗ пирки хӑйӗн кӗрӳшӗпе Худай-Кулпа урлӑ пулчӗ.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чиркӳ ҫыннисем республика правительствине хурахсене чарайманшӑн ятласа ҫыру янӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӑй хытанка этем кӑна, чышки свай тукмакки пек, — пӗрремӗш таркӑнне тытса чарайманшӑн тӳрре тухма хӑтланчӗ вӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗнӗ шкулта хӑйне ырӑ пурнӑҫ к ӗтменнине тӳрех сиснӗ Женя чӗлхине чарайманшӑн ӳкӗнсе илчӗ.

Женя сразу пожалела о сказанном, потому что явственно почувствовала запах будущих неприятностей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней