Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чакарсах (тĕпĕ: чакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Миҫе ҫула ҫитрӗ ӗнтӗ Поля?» — тесе ыйтасшӑнччӗ Каюров, анчах Пульхерия Феофилактовна хӑйӗн ҫул шутне чакарсах пырать тенине аса илчӗ те шарламарӗ тата йӗркеллӗ арҫын «ҫамрӑкланакан» хӗрарӑмран нихҫан та вӑл миҫерине ыйтмасть.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗр туртӑмне ҫавӑн пек курӑнман ҫиппе танлаштарма пулать, вӑл ракета куҫӑмне ерипен чакарсах пырать.

Земное притяжение можно сравнить с такой невидимой нитью, которая постепенно снижает полет ракеты.

Пӗрремӗш искусственнӑй планета // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Тӗлӗнтермӗш мар-и, вӗсем тӑпӑртатнине вут та тӳсеймест-мӗн, ҫулӑмне чакарсах пырать.

И что за чудо, под их напором стал огонь съёживаться.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней