Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чакармасӑрах (тĕпĕ: чакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ачасем, — утӑм хӑвӑртлӑхне чакармасӑрах хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ вӑл, — эпӗ сире Самар, Пушкӑрт, Оренбург чӑвашӗсем патне экспедицие кайса килме чӗнетӗп.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ку арҫын ачасем хӑвӑртлӑха чакармасӑрах ҫыран хӗррине ишсе ҫитрӗҫ.

А мальчишки между тем, не сбавляя скорости, подплыли к берегу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Жухрай уттине чакармасӑрах малалла утать.

Жухрай, не сбавляя шага, уходил дальше.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ…» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Помоги переводом

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Тепӗр чухне карап хӑйӗн ишес хӑватне чакармасӑрах путса анма пултарать.

Однако иногда корабль тонет и не исчерпав запаса плавучести.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней