Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кузнецова нимӗнле хӗсӗрленине те, хавхалантарма сӑмах панине те, ӳкӗтленине те парӑнман.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах революци хыҫҫӑн та сире хӗсӗрленине эп ӑнланаймастӑп.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн ҫилӗллӗ, хӗрӳллӗ кӗнеки халӗ те миллионшар вулакансене хавхалантарать, халӑха пусмӑрланине, хӗсӗрленине тата тӗрлӗрен усала хирӗҫ ырӑ кӑмӑллӑ курайманлӑх вӑратать.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Хӑйне ялан кӳрентернине, хӗсӗрленине тӳссе пурӑннӑ Анатоль, ӑшӑ та таса чӗреллӗ ытти ҫамрӑксем пекех, хӑй валли ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ тупать; вӑл пӗр хӗре тӗл пулать, ӑна чунтан, пӗтӗм чӗререн юратать.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Марья Валериановна ӑна ачаш сӑмахсемпе те, парнесем парса та кӑмӑл тунӑ, анчах пӗр канӑҫ курмасӑр, ялан хӑраса, ялан вӑрҫнине итлесе, ялан хӗсӗрленине тӳссе пурӑнмалла пулнӑшӑн ку ҫав тери сахал пулнине туйнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Халӗ тата вӑл хӗсӗрленине те тӳсме тивет.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тем тӗрлӗ йывӑрлӑха, хӗн-хура, хӗсӗрленине тӳснӗ, вӗсен килӗ-ҫурчӗ те пулман, ҫири тумӗ те сурӑх тирӗпе качака тирӗ ҫеҫ пулнӑ; 38. пӗтӗм тӗнче хӑйсен тӗшне тӑман ҫынсем пушхирсенче, тусем ҫинче, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑннӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; 11. Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫамӑртан тӗслӗх илтӗр: хӑвӑра мӗнле хӗсӗрленине пӑхмасӑр Таса Сывлӑш панӑ Ырӑ Хыпара йышӑнтӑр; 7. ҫапла эсир Македонипе Ахаири пур ӗненекеншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34. Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватҫӗр ҫула яхӑн чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.10. Блаженны изгнанные за правду, ибо их есть Царство Небесное.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эсӗ тата вӑрмантан ӳхӗрсе тухнӑ арӑслана курнӑ, вӑл ӑмӑрткайӑка пӗтӗм тӗрӗсмарлӑхӗшӗн, усал сӑмахӗсемшӗн питленине илтнӗ, 32. ку вӑл — Ҫу Сӗрнӗскерӗ, Ҫӳлти Турӑ Ӑна, Давид йӑхӗнчен тухасскерне, тӗнче пӗтнӗ тӗле ҫав патшасене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене хирӗҫ тӑма палӑртса хунӑ, Вӑл вӗсене питлӗ, хӑйсем мӗнле хӗсӗрленине хӑйсенех кӑтартӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19. унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫак сӑмахсене итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан та, халӑх та Димитрий мӗн каланине ӗненмен, йышӑнман ӑна, вӗсем ӗнтӗ Димитрий израильсене мӗн тери хӗн-асап кӑтартнине, мӗн тӗрлӗ хаяррӑн хӗсӗрленине аса илнӗ, 47. вара вӗсем Александр майлах пулас тенӗ: вӗсемпе малтан килӗшӳ тӑваканни ҫавӑ пулнӑ-ҫке-ха — ӗнтӗ вӗсем ӑна яланах вӑрҫӑра пулӑшса пынӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ акӑ мӗне суйласа илнӗ, типӗ тытасси акӑ мӗнле пулмалла: тӗрӗсмарлӑх сӑнчӑрне тат, пусмӑр тӑллине салт, хӗсӗрленине тӳсекенсене ирӗке яр, пур сӳсмен ҫыххине те татса ывӑт; 7. ҫӑкӑрна выҫӑ ҫынпа пайла, килсӗр-ҫуртсӑр чухӑна пӳртне илсе кӗр; ҫарамассине курсассӑн — тумлантар ӑна, вӗсем те ҫынсемех — ан пытан.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать; 8. ҫӗршывӑн чи чапли вара — ҫӗршывшӑн тӑрӑшакан патша.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иоахаз вара Ҫӳлхуҫана пуҫҫапса кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Израиль халӑхӗ мӗнле асапланнине, ӑна Сири патши мӗнле хӗсӗрленине курнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫне, мӗнпур ӗҫӳн ырӑлӑхне ху пӗлмен халӑх ҫисе тӑрӗ; ху вара ӗмӗрӳ тӑршшӗпех хӗсӗрленине, асаплантарнине ҫеҫ тӳссе пурӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1