Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сталин колхозӗсем пек нимӗн шелсӗр хӗсӗрлени тӗнчере те урӑх пулман-тӑр.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Мӗнле ку, мӗнле пӗлнӗ вара эпӗ ҫырнине? Мана тишкереҫҫӗ пулмалла. Ха, килтен чӗнсе килсех намӑслантармалла тытӑннӑ. Ялкора хӗсӗрлени пулать ку, юрӗ, хӑтланччӗр-ха!» — шутларӗ вӑл.
Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.
Ҫапах сире кӑштах хӗсӗрлени – хирӗҫмелли сӑлтав мар.В то же время некоторое ущемление — не повод провоцировать конфликты и споры.
23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сире вулӗҫтӑвком ҫав тери хӗсӗрлени мана та пӑшӑрхантарать.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӗтел ҫине чашӑк-тирӗк лартса хатӗрленӗ хушӑра, Николай Васильевич Шурсалара Кушникова епле хӗсӗрлени ҫинчен каласа пачӗ, унтан илнӗ ҫырӑвӗсене кӑтартрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Вырӑс мужикӗсем, — тесе вулатпӑр унӑн ҫырӑвӗнче, — управитель вӗсене хӗсӗрлени ҫинчен пит пысӑк жалоба ҫырса панӑ, вырӑс мужикӗсем пурте инҫетри дачӑра халиччен управитель пулса пурӑннӑ Теленкова каллех хӑйсен управителӗ тӑвасшӑн, мужиксем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӑнласах та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын иккен».
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Полиция, обыск, тӗрме, суд, Сибирь тенӗ сӑмахсем, ҫав вӗсем тӗншӗн хӗсӗрлени ҫинчен халлапланӑ чухне яланах янтӑракан сӑмахсем, ман чун ҫине вӗри кӑварсем пек пыра-пыра ӳкетчӗҫ, стариксене кӑмӑллассине те хӗрхенессине чӗртсе яратчӗҫ, хам вуланӑ кӗнекесем мана хӑйсем мӗн тӑвас тенине тӑвассишӗн пит хытӑ тӑракан ҫынсене хисеплеме, чун тӗреклӗхне хакла шутлама вӗрентрӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫсене пӗтерсен, хура кураксем йӑран ҫине ларнӑ пек, стойка ҫумне ларатчӗҫ, кулаҫпа та сахӑрпа чей ӗҫетчӗҫ, никониансен чиркӗвӗ хӗсӗрлени ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартатчӗҫ: унта — ухтарса хӑтланнӑ, турра кӗлтумалли кӗнекесене пуҫтарса илнӗ; кунта — полици кӗлтумалли ҫурта хупнӑ та унӑн хуҫисене 103-мӗш статья тӑрӑх суда панӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑранипе хӗсӗрлени нимӗнле усӑ та памӗ, Романье ҫыннисем ҫилленме ҫеҫ пултараҫҫӗ.Разумеется, если начать противоречить романцу или угрожать, то он непременно закусит удила.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халӑха хӗсӗрлени ан пултӑр.
Поход вӗҫленни // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Хаджи-Мурат комиссара хӑй ҫуралнӑ ту хӗрринчи аул ҫинчен, ашшӗ хресчен пулни ҫинчен, ашшӗне тата ӑна хӑйне те патша полицийӗ хӗсӗрлени ҫинчен васкамасӑр каласа пачӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Дуня «ҫав мӗлкене хӗсӗрлени» ҫинчен вуланӑ чухне эсир, юлташсем, хӑвӑр мӗн ҫинчен шухӑшланине тата хамӑр нумай пулмасть вӗреннӗ документсенчен хӑшне аса илтӗр, калӑр-ха…
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл турккӑсем ҫинчен, вӗсем халӑха хӗсӗрлени ҫинчен, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи ҫынсем нушара пурӑнни ҫинчен, вӗсен шанчӑкӗсем ҫинчен васкамасӑр каласа парать; унӑн кашни сӑмахӗнчех ҫаксене вӑл тахҫанах тата тӗплӗн шухӑшласа хуни палӑрать.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пирӗн ҫынсем мӑшӑрланура пӗтӗҫленӳсӗр пуҫне нимӗн те курмасӑр авланаҫҫӗ, кайран вара е ултав, е ирӗксӗр хӗсӗрлени пулса тухать.У нас люди женятся, не видя в браке ничего, кроме совокупления, и выходит или обман, или насилие.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Кам, ҫилӗ капланса ҫитне вӑхӑтра, вӗсем хӗсӗрлени, вӗсем чӑрсӑррӑн калаҫни, хушнӑ ӗҫе тӗрӗс туманни ҫинчен усӑсӑр жалоба ҫырма хӑямат кӗнекине ыйтман-ши?
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
13. Усал ӗҫсем Сан таса куҫу валли мар, Эсӗ хӗсӗрлени ҫине пӑхма пултараймастӑн; мӗншӗн-ха Эсӗ ҫын хӑйӗнчен тасараххине хыпса ҫӑтнӑ чухне йӗркесӗр ҫынсем ҫине пӑхатӑн, анчах нимӗн те чӗнместӗн, 14. ҫынсене тинӗсри пулӑ евӗр, хуҫисӗр тӑрса юлнӑ ҫӗлен-калта евӗр хӑваратӑн?
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1