Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗртмен (тĕпĕ: хӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял ҫыннисенчен ытларахӑшӗ кӑмакасене, ҫав шутра мӑрьесене те хамӑр таврари тӑмран ҫапнӑ хӗртмен кирпӗчрен тӑватчӗҫ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Мана, туррӑн чурине, тата манӑн юлташӑмсене хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвеланӑҫне ҫитиччен, ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫитиччен чул тумтир тӑхӑнтар; ҫивӗч хӗҫпе сабльӑран, хурҫӑ сӑнӑпа рогатинӑран, хӗртнӗ дротикран та, хӗртмен дротикран та, ҫӗҫӗрен, пуртӑран тата тупӑ етринчен хӑтар; тӑхлан пулькӑсенчен те, тӗл тивертекен хӗҫпӑшалсенчен те хӑтар; ӑмӑрткайӑк тӗкӗпе, хуракӑш тӗкӗпе, хур тӗкӗпе, тӑрна тӗкӗпе, улӑх чӑххи тӗкӗпе, хура ҫӑхан тӗкӗпе тӗклентернӗ мӗнпур ухӑ йӗпписенчен хӑтар; туркка вӑрҫисенчен, Крым вӑрҫисенчен, Австри вӑрҫисенчен, тапӑнакан тӑшмантан, тутарсемпе литовецсенчен, нимӗҫсемпе шилинсенчен тата калмӑксенчен хӑтар.

Раба Божьего и товарищей моих каменной одеждой одень от востока до запада, от земли и до небес; от вострой сабли и меча, от копья булатна и рогатины, от дротика каленого и некаленого, от ножа, топора и пушечного боя; от свинцовых пулек и от метких оружий; от всех стрел перенных пером орловым, и лебединым, и гусиным, и журавлиным, и дергуновым, и вороновым; от турецких боев, от крымских и австрийских, нагонского супостата, татарского и литовского, немецкого, и шилинского, и калмыцкого.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней