Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗррисем (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрахут вырӑнтан тапрансан, пристаньпе ҫыран хӗррисем хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе юла пуҫласан, Ҫтаппан хуйха ӳкрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ал лаппи пек сарлака ҫулӑмӑн тӗсӗ вара пӗчӗк ҫуртанни пекех, ҫулӑм хӗррисем шупка, варринчи хӗрлӗлӗхӗ питӗ вӑйлӑ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫулӑм хӗррисем шупка, варринче, ҫип йӗри-тавра, хӗрлӗ тӗс куҫа йӑмӑхтарать.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пит ҫӑмарти те, тута хӗррисем те чӗтреме тытӑнчӗҫ унӑн.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сарлака тута хӗррисем тутӑр айнех кӗрсе каяҫҫӗ.

Помоги переводом

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тути хӗррисем ҫуталса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутисем тулли, хумланса тӑраҫҫӗ, хӗррисем хитрен ҫӳлелле авӑннӑ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав ҫул ССР Союзӗн ҫурҫӗрти хӗррисем ҫумӗпе Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тӑрӑх каять.

Идущий по Северному Ледовитому океану у северных берегов СССР.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче Камчаткӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫри пайӗнче тата Япони тинӗсӗн хӗррисем тӑрӑх та ҫулла ҫумӑр нумай ҫӑвать.

На Дальнем Востоке, в юго-западной части Камчатки и по берегам Японского моря летом выпадает много осадков.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта Атлантика океанӗнчен вӗрекен ҫил ҫитеймест; ҫитменнине тата Азин ҫурҫӗрти хӗррисем патӗнче Пӑрлӑ океан выртать, вӑл океанта ҫулла та пӑрсем ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Сюда не доносится ветер с Атлантического океана; северные же берега Азии омываются Ледовитым океаном, где и летом плавают льды.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шыв хӗррисем тӑрӑх хӑмӑшсем, тростниксем тата йывӑҫсем пит ҫӑра ӳссе ларнӑ, унта чӑтлӑх.

Вдоль берегов тянутся густые заросли камыша, тростника и деревьев.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унта Кара-Кум тата Кызыл-Кум ятлӑ хӑйӑрлӑ пушӑ хирсем урлӑ икӗ пысӑк шыв ҫеҫ юхса каҫса, Арал тинӗсӗ хӗррисем патне ҫитеҫҫӗ.

Только две большие реки пересекают песчаные пустыни Кара-кум и Кызыл-кум и доходят до берегов Аральского моря.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Юр кайса ҫӗр ӑшӑнма тытӑнсанах поляр тинӗсӗсен хӗррисем чӗрӗлеҫҫӗ.

Как только оттаивает земля, оживают берега полярных морей.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗлле ненецсем кӑнтӑралла, вӑрмансем ҫывӑхнерех куҫаҫҫӗ, ҫулла — поляр тинӗсӗсен хӗррисем патнерех куҫаҫҫӗ.

Зимой ненцы переселяются на юг, ближе к лесам, летом — к берегам полярных морей.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл ҫыран хӗррисем ҫывӑхӗнчех ҫӳрет, лӑпкӑ заливсене пыра-пыра кӗрет.

Она держится у берегов и заходит в тихие заливы-губы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Новая Земля утравӗсен чулсӑртлӑ хӗррисем патӗнче моржсем, Азия хӗррисем патӗнче китсем ҫӳреҫҫӗ.

У скалистых берегов Новой Земли появляются моржи, а у берегов Азии — киты.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кола ҫурутравӗн ҫурҫӗр хӗррисем патӗнче поляр каҫӗ 2 уйӑха пырать, Новая Земля ҫинче — 4 уйӑха, Ҫурҫӗр полюсӗнче ҫур ҫула пырать.

У северных берегов Кольского полуострова она длится 2 месяца, на Новой Земле — 4 месяца, а на Северном полюсе — полгода.

1. Поляр зони. // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Глобус ҫине тата ҫурчӑмӑрсен картти ҫине пӑхӑр: Европӑна Азин тата Америкӑн ҫурҫӗрти ҫыран хӗррисем патӗнче, Ҫурҫӗр полюсӗ тавра, темиҫе пин километр хушши Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан сарӑлса выртать.

Посмотрите на глобусе и карте полушарий: у северных берегов Европы, Азии и Америки, вокруг Северного полюса, на многие тысячи километров раскинулся Северный Ледовитый океан.

1. Поляр зони. // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрман витӗр юханшыв хӗррисем тӑрӑх хӑвасем, ҫирӗксем, палан йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ.

Берега лесных речек обросли ивой, ольхой и калиной.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн тӳп-тӳрӗ тӑракан хӗррисем пит ҫӳллӗ.

Высоко вздымаются его отвесные стены.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней