Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хӗрарӑмсене пӗлместӗмччӗ-ха, анчах, хам йышши ытти ачасем пекех, айӑпсӑр марччӗ: ытти ачасене пула эпӗ аскӑнланса пӑсӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗччӗ ӗнтӗ, хӗрарӑм, мӗнле те пулин хӗрарӑм мар, кирек мӗнле хӗрарӑм та, вӑл, илӗртӳллӗн курӑнакан темле япала, хӗрарӑмӑн ҫара ӳчӗ, мана асаплантаратчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл хӑнасем пур чухне пӗр тӗрлӗ хӗрарӑм, хӑнасем ҫук чухне тепӗр тӗрлӗ хӗрарӑм пулни пире пушшех те тӗлӗнтерчӗ: пӗр хӗрарӑмӗ, хӑнасем пур чухнехи, хӑйне сивлекрех тытакан, капӑр тумланма юратакан ҫамрӑк та сывлӑхлӑ пике, тӑмсай та мар, ӑслах та мар, ҫапах хӑй хавас; тепри, хӑнасем ҫук чухнехи, ҫамрӑк мар ӗнтӗ, вӑл ӗшенчӗк, хуйхӑллӑ та лапа хӗрарӑм, юратать пулин те кичем ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Икӗ мӑшӑр тӗл пулсан (сӑмахран, икӗ ҫемье) малтан хӗрарӑм — хӗрарӑма, арҫын — арҫынна саламлаҫҫӗ, кайран хӗрарӑмсем арҫынсене, арҫынсем хӗрарӑмсене сывлӑх сунаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫак «ахаль хӗрарӑм» ун умне кӑштах таянса, кушак уттипе ун ҫумӗнче утса пынӑ май, куҫран пӑха-пӑха илчӗ; ҫак «ахаль хӗрарӑм» ҫамрӑк хӗрарӑм пулнӑ, ун пеккисем пире, ҫылӑхлӑ та ҫемҫе арҫынсене, тыткӑна илме, пирӗн чӗресене лӑпкӑн ҫунтарса илме пултараҫҫӗ, анчах ун пек тума пурте мар — пӗр йӑхран мар, хутӑш йӑхран тухнӑ хӑш-пӗр славян хӗрарӑмӗсем анчах пултараҫҫӗ!
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эппин канӑҫсӑр юратас туртӑм мар ӗнтӗ ку: вӑл пире ҫамрӑк яшӑ ҫулӗсенче ҫеҫ асаплантарать, хамӑра тӳсме пултарайман хӗрарӑм шыраса тупиччен пӗр хӗрарӑмран тепӗр хӗрарӑм патне пӑрса ярать вӑл: вара эпир пӗр хӗрарӑма ҫеҫ юратма пуҫлатпӑр — чӑн-чӑн, вӗҫӗмсӗр юрату пуҫланать, математика енӗпе илсен, ӑна эпир пӗр пӑнчӑран тӗнче тӑрӑх тӳрремӗн ӳкекен йӗр пек туса кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр; ҫав йӗрӗн вӗҫне ҫитмешкӗн пур пӗрех май ҫук.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
17. Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм; 18. эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ; 19. вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ; 20. хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ; 21. ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: кам та пулин хӑй чунне Ҫӳлхуҫана халаллама сӑмах парать пулсассӑн, эсӗ уншӑн хак хур, 3. ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа утмӑл ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн аллӑ сикль кӗмӗл хак хур, таса сикль виҫипе хур; 4. вӑл хӗрарӑм пулсан, эсӗ ӑна вӑтӑр сикль хак хур; 5. пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа ҫирӗм ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн ҫирӗм сикль хак хур, хӗрарӑма вара вунӑ сикль хак хур; 6. пӗр уйӑхринчен пуҫласа пилӗк ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн пилӗк сикль кӗмӗл хур, хӗрарӑма виҫӗ сикль кӗмӗл хур; 7. утмӑл ҫултан иртнӗ арҫынна вунпилӗк кӗмӗл сикль хак хур, хӗрарӑма вунӑ сикль хур.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсен телейлӗ пулмалла - ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ӗҫлетпӗр эпир, - пӗр шӳтлерӗ, пӗр чӑнласах калаҫрӗ Ольга Юрьевна. - Пурнӑҫра йӑлтах хӗрарӑмран килет, пӗтӗм тӗнче хӗрарӑм тавра ҫаврӑнать. Ҫак пурнӑҫра мӗн пурри - хӗрарӑм тата ачасем».
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Хӗрарӑм каллех кӑшкӑрсан почтальон хӗрарӑм ӑҫта тӑнине тинех асӑрхарӗ; арҫын вӗрен карлӑкран тытрӗ те пуҫне пӑрса-пӗксе ту ҫурӑкӗн сакӑлтипе хӗрарӑмӑн шурӑ питне курать.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мародерсенчен пӗри — «Линза» — хӗрарӑмӑн еркӗнӗ: иккӗмӗшӗ — «Брелок» — ҫак хӗрарӑм шӑллӗ; хӗрарӑмӑн хушма ячӗ — «Пулӑ» — йӑрӑлӑхӗпе чӗрӗлӗхӗшӗн панӑскер.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Хӗрарӑм ӑна аллинчен ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытнӑ, хул пуҫҫинчен тӗршӗннӗ; тепӗр чухне, вӑл мӗн те пулин каласан, хӗрарӑм шухӑшӗпе — кирлӗ мара е ытлашшине, — хӗрарӑм ӑна кӑштах чӗпӗтсе илет, ҫавна пула лешӗ именчӗклӗн шӑпланать те капӑр тӳмисене каллех салхуллӑн тинкерсе сӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Пытармасӑр калатӑп: хӗрарӑмсем пирки эпӗ питех те япӑх шухӑшлатӑп; эсир — хӗрарӑм; евӗклӗх чиккинчен ӑнсӑртран каҫрӑм тӑк — шӑпах эсир хӗрарӑм пулнӑран.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫак вӑхӑтра чипер хӗрарӑм упӑшки те килсе ҫитрӗ, палламан хӗрарӑма курса, арӑмӗнчен: — Мӗнле хӗрарӑм ку, ӑҫтан килнӗ вӑл? — тесе ыйтрӗ.
Пуян улпутпа хитре хӗрарӑм ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хӗрарӑмран унӑн хваттерне туртса илме пӑхнӑшӑнах юратмӗҫ ӑна, ҫав хӗрарӑм ҫинчен вара пурте пӗлеҫҫӗ; шӑпах ҫав хӗрарӑм хунӑ та ӗнтӗ заводӑн пӗрремӗш черечӗн пӗрремӗш кирпӗчӗсене, котлованне те, вӗсем валли, калас пулать, вӑлах чавнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫав хушӑра ҫӗр хӑвӑлӗнче, вӑрмансенче тата ҫывӑхри ҫулсем ҫинче халӑх нумайланса пынӑ, унта хӗрарӑмсем те йышлӑн пулнӑ; вӗсем хушшинче патрицисен ҫемйисенчи хӗрсемпе хӗрарӑмсем те чылай пулнӑ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем хӗрарӑм чурисемпе тарҫисене ертсе пынӑ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ ҫавӑн пек шутлассине кукамай, вӑл турӑ амӑшӗпе Премудрая Васелиса ҫинчен каласа кӑтартнисем, кӗпе ҫӑвакан телейсӗр хӗрарӑм Натали тата хӗрарӑмсем куҫпа пӑхса йӑл кулнисене хам темиҫе ҫӗр хут, пин хут та курни ҫирӗплетсе хуратчӗ, — хӗрарӑмсем, пурӑнӑҫӑн амӑшӗсем, ҫавӑн пек пӑхса йӑл кулнипе савӑнӑҫ тӗлӗшӗнчен, юрату тӗлӗшӗнчен чухӑн пурӑнӑҫа илемлетеҫҫӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хайхи казак стойка патӗнче, кӗтесри кӑмакан стена хушши тӗлӗнче ларатчӗ; унпа пӗрле пӗр патмар хӗрарӑм пурччӗ; кӗлетки казакӑннинчен пӗр икӗ хут тенӗ пек пысӑкрахчӗ, ун ҫаврака пичӗ сафьян пек йӑлкӑшатчӗ, вӑл казака амӑшӗ пӑхнӑ пек кӑмӑллӑ куҫсемпе пӑртак пӑшӑрхансарах пӑхса ларатчӗ; казакӗ ӳсӗрччӗ, тӑсса янӑ урисемпе урай тӑрӑх каштӑртататчӗ, хӗрарӑмӑн урисене тӗртсе ыраттаратчӗ пулас, — хӗрарӑмӗ шартах сиксе, питне пӗркелентерсе илетчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Моряк ултӑ хӗрарӑм ярса панӑ та, ку пӗртте ытлашши пулман; ҫанталӑк питӗ сивӗ пулнипе тата тӑлӑпсем начаррипе ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн пиллӗкмӗш кунӗнчех килтен кӑларса янӑ икӗ чи лайӑх хӗрарӑмӗ ҫав тери хытӑ шӑнса пӑсӑлнӑ, вара кайран, кайӑксем пӑхакан карчӑк калканпа тата сапурпа темле тӗтӗрсен те пурпӗрех вӗсем водянкӑпа чирленӗ, виҫҫӗмӗш хӗрарӑмӗн ачи ҫул ҫинче — куҫӑхнипе пулас — чирлесе ӳкнӗ, сывлӑш уҫӑ пулнӑ тата хӗллехи ҫул ҫинчи ытти ырлӑхсем пулнӑ пулин те вӑл Реполовкӑна — Липовка ҫыннисем яланах чарӑнса тӑракан яла ҫитичченех, ҫуна ҫинчех вилсе кайнӑ; ҫав ача амӑшӗн сӗчӗ пуҫа пырса ҫапнӑ пирки вӑл ӗмӗртме юрӑхлӑ пулман.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Кун пирки сире акӑ мӗнле ответлеме ирӗк парӑр, — терӗ европеец (ҫӳҫне кастарманнине малашне эпир ҫапла калӑпӑр), — пирӗн шоссесем ҫинче те, ахаль ҫулсем ҫинче те хӗрарӑм Францири пек пур ҫӗре те хутшӑнмалли ытлашши ирӗклӗ право илмен; хӑш-пӗрисем, уйрӑм хӗрарӑмсем, тӗл пулкалаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем яланах фанфаронствӑпа, кӑлӑхах мухтаннине ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, ку вара вӗсем уйрӑм хӗрарӑмсем кӑна пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Хуласене пӗтереҫҫӗ, ялсене ҫунтараҫҫӗ, акӑ ҫакӑн пек пӗчӗк ача-пӑчаллӑ хӗрарӑмсене, — вӑл ачине ӗмӗртекен хӗрарӑм ҫине кӑтартрӗ, — акӑ ҫакӑн пек хӗрарӑмсене юр ҫине, пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр пӑрахса хӑвараҫҫӗ, ку вӑрҫӑ пулать-и?
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.