Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗпӗртесех (тĕпĕ: хӗпӗрте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана курчӗ те хӗпӗртесех кайрӗ: чылайранпа палланӑ ҫын…

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Санька сӗтел ҫине тӗтӗмпе вӗтеленӗ ылтӑн тӗслӗ пулӑ ҫыххи кӑларса хурсан, амӑшӗ, хӑйӗн чи юратнӑ ҫимӗҫне курса, хӗпӗртесех кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ялалла Тамара хӗпӗртесех чупрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пырас ара, — хӗпӗртесех килӗшрӗ вӑл ҫийӗнчех.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Лайӑх ҫитӗннине илтсен, пӗр-пӗринпе питӗ хӗпӗртесех мухтанатчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫывӑхарах ҫитсен, хӗпӗртесех кайрӗҫ: аякранах силе май мунчан ӑшӑ шӑрши кӗрет: ҫыннисем каҫхине кӑна ҫӑвӑннӑ пулмалла.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех тав тӑвӗҫ пире, — хӗпӗртесех килӗшрӗ ывӑлӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров хӗпӗртесех килӗшрӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Асаннӗрсемпе кукамӑрсен арчисене уҫса пӑхӑр-ха, мӗнле тумтир пур вӗсен», - тетӗп те ачасене, хӗпӗртесех: «Пирӗн пур!» - теҫҫӗ.

Помоги переводом

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ай, эпӗ ҫул пирки калама та маннӑ-ҫке… — каялла таврӑнмалли сӑлтав тупӑннӑшӑн хӗпӗртесех ӳкрӗ Исаков.

Ой, я и забыл сказать про дорогу… — обрадовался Исаков, что нашелся повод вернуться.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Мӑкаҫей ҫуннӑ ҫӗр Ваҫҫа Мӗтри пӑяхама пусӑран Мархвапа килнине курнӑ та хӗпӗртесех кайнӑ: уншӑн мӑкаҫее Мӗтри вут тӗртнӗ тесе калама май пулчӗ, вӑл: Мӗтри мӑкаҫей ҫулӗпе утса килнине хам куртӑм, тет.

Помоги переводом

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Куншӑн ӗнтӗ эпӗ хам Калама ҫук савӑнтӑм, Хамӑн тӑван салана Хӗпӗртесех таврӑнтӑм.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӗр хӗпӗртесех ӑна пинцет тыттарчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл хӗпӗртесех чей ӗҫме ларчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӑшӑрлӑ нотӑсемпе ҫырнӑ славянла ташӑ кӗвви кӑмӑла кайрӗ, итлекенсем хӗпӗртесех алӑ ҫупрӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Татса хатӗрлене вутта котельнӑя антарса пӗтерсен, артистсем хӗпӗртесех шыв хӗрне чупрӗҫ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса Атӑл варнелле чылаях ише-ише кайрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Училище хупӑннӑ пирки вӑл та консерваторие кӗнӗ, Эльгеева аккомпанементлеме хӗпӗртесех килӗшнӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа хӗпӗртесех хӑй патне пурӑнма чӗнчӗ те.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ талӑк ытла вӗри апатсӑр килнӗскерсем хӗпӗртесех ясмӑк яшки илсе ҫирӗҫ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тутарсем кӑна мар, пушкӑртсем те, чӑвашсем те, ҫармӑссем те, вырӑссем те хӗпӗртесех Вахитов пухӑва пырасса кӗтетчӗҫ!

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней