Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗпӗртенине (тĕпĕ: хӗпӗрте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн… манӑн эсир епле хӗпӗртенине курассӑм килчӗ…

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анна Ивановна хӑйӗнпе паллаштарчӗ, ҫӗнӗ класа илнипе хӗпӗртенине пӗлтерчӗ.

Анна Ивановна представилась первой учительницей, рассказала, как она рада новому классу.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

— Ылтӑн! — хӗпӗртенине пытараймасӑр ӑшӑ кулӑпа ҫиҫсе хуравларӗ эпи-карчӑк.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй хӗпӗртенине пытарасшӑнччӗ вӑл — пытараймарӗ.

обрадовался как ребенок и не может скрыть этой радости.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапах вӑл хӗпӗртенине сисрӗ таркӑн.

Но беглец почуял это и обрадовался.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗпӗртенине пытараймарӗ Павӑл.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чим, илсе килсех кӑтартам — ик-виҫ кил урлӑ ҫеҫ пурӑнатӑп вӗт, — хӗпӗртенине пытараймасӑр чупсах тухса кайрӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗпӗртенине пытараймасӑр, сӗрме купӑс тытрӗ те Павлуш, Ева пӳлӗмне чупса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Наччасра ҫавӑрса илчӗҫ вӗсене латышсем! — хӗпӗртенине тӳсеймесӗр кӑшкӑрса ячӗ Тимуш.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мишель! — хӗпӗртенине пытараймасӑр упӑшкине ыталарӗ Соня.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ытла хаклӑ-ши? — хӗпӗртенине пытараймасӑр каларӗ Сарт Ҫеменӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Учитель ӗҫӗ — пур ҫӗрте те кирлӗ, — савни чӗннӗрен хӗпӗртенине пытараймасӑр каларӗ Тоня.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӑрушӗ килтех те-ха, — хӗпӗртенине палӑртмасӑр каларӗ Тоскинеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ пӗччен, — терӗ Ганэль ытла хытӑ хӗпӗртенине кӑтартас килмесӗр.

— Я один, — сказал Ганэль, удерживаясь от резких проявлений восторга.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

— Энниок, эсир хӗпӗртенине ӗненместӗп.

— Энниок, едва ли вы рады мне.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл кӑшкӑрашнӑ тӑк, Меннерс инкекӗшӗн хӗпӗртенине хӑлаҫлана-хӑлаҫлана е тӗлсӗррӗн кускала-кускала, е Меннерс шанчӑка ҫухатнӑшӑн савӑннине мӗнле те пулин урӑх майпа кӑтартнӑ пулсан — пулӑҫсем ӑна ӑнланатчӗҫ-тӗр, анчах вӑл хӑйне вӗсенешкел мар, пачах урӑхла тытнӑ, — тӗлӗнтермеллех ӑнланмалла мар тытнӑ та — ҫакӑнпа хӑйне ыттисенчен пысӑкрах пек кӑтартнӑ; пӗр сӑмахпа — каҫармалла мар ӗҫ тунӑ.

Если бы он кричал, выражая жестами или суетливостью злорадства, или еще чем иным свое торжество при виде отчаяния Меннерса, рыбаки поняли бы его, но он поступил иначе, чем поступали они — поступил внушительно, непонятно и этим поставил себя выше других, словом, сделал то, чего не прощают.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах йӗлпӗрӗннӗ тутисемпе йӗрнӗ шӑлӗсем тата ҫиҫсе ялкӑшса илнӗ куҫӗсем вӑл «ҫӗнтертӗм», тесе хӗпӗртенине кӑтартнӑ.

Но улыбка и оскаленные зубы и засверкавшие глаза выражали злорадство и торжество победителя.

IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Анчах та кӑшкӑрам, хӗпӗртенине пӗлтерем тенӗ сӑмаххи те унӑн чӗре анинче чӑмӑртаннӑ евӗрех лак! тӑрӑнчӗ те пырне, аллинчи вӗлтӗркке ҫӗклемлӗ Христина ҫывӑха пырса тӑрса ҫӑвар уҫсан тин, типӗ аната йӗпепе тӗртсе антарнӑн, тути хӗррисенчен йӑшӑл! вӗҫерӗнчӗ темӗн хытти.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атте мана пӗр-пӗр ремеслана вӗрентме ӗмӗтленнине, эпӗ ача чухне ӳкернӗ картинӑсемшӗн ҫав тери савӑнса, вӗсене хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене кӑтартса ҫӳренине, эпӗ художник пуласси ҫинчен ӗмӗтленнине, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эпӗ тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн калама ҫук хӗпӗртенине аса илтӗм.

Вспомнилось, как отец хотел обучить меня ремеслу, с какой радостью носил мои детские смешные рисунки по знакомым, мечтал, что я стану художником, и как он горд был моими победами во время войны.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Юрӑри сӑмахсем пирӗн боецсемпе командирсем тӑван ҫӗршыва ҫав тери юратнине, уншӑн мӑнкӑмӑллӑн савӑнса хӗпӗртенине, тӑван халӑх интересӗсемшӗн юлашки юн тумламӗ юлмиччен паттӑррӑн ҫапӑҫма хатӗррине тата ирсӗр тӑшмана ҫав тери курайманнине атакӑна ҫӗкленеҫҫӗ.

Какой мощью наливались голоса, когда сотни людей, идя в атаку, вкладывали в слова песни всю гордость своей Родиной, всю свою любовь к ней, всё своё мужество, всю ненависть и презрение к врагу.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней