Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем кӑткӑ тӗми пек пӗр вӗҫӗм хӗвӗшеҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, такама чӗнеҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Яшсемпе хӗрсем кунта кӑткӑ тӗми таврашӗнчи хурт-кӑпшанкӑ пек хӗвӗшеҫҫӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Вӗсем сиксе тӑраҫҫӗ те, «малалла!» тесе, каллех тӑвалла талпӑнаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑ йӑвинчи кӑткӑсем пек хӗвӗшеҫҫӗ.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Темле ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ: сарӑ пура патӗнче платниксем хӗвӗшеҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Кӑткӑсем хӑйсен ӗҫне пуҫӑнчӗҫ; кӑпшанкӑсем шуйӑх кускалаҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ; хуртсем хырӑмпа йӑнкӑлт-йӑнкӑлт шӑваҫҫӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урамра йӗри-таврах ҫӑмӑл тумлӑ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, тӗркӗшеҫҫӗ, талкӑшаҫҫӗ, вӗшкеҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вырсарникун каруҫҫель ҫинче ярӑнса курма ҫарранах килнӗ, ҫӳҫне вӗр-ҫӗнӗ лентӑпа ҫивӗтлетсе ҫыхнӑ служанка, вӑхӑт-вӑхӑтпа ӗҫлекен конюх, ӗҫсӗр сӗтӗрӗнсе ҫӳрекенсем, хӑйсен пушмакӗсене мӑйӑхӗсем курӑнмаллах тасатнӑ денщиксем, ҫывӑхри ялсенчен килнӗ ҫамрӑксем — пурте халӑх ушкӑнӗнче хӗвӗшеҫҫӗ, малалла талпӑнма пикенеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сехӗрленсе ӳкнӗ сестрасем операци сӗтелӗ тавра хӗвӗшеҫҫӗ…
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Куратпӑр: пӗр ҫурт ҫывӑхӗнче ачасем тем хӗвӗшеҫҫӗ.
Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat
Паян, пасар кунӗ пулмасан та, унта ҫынсем, самаях хӗвӗшеҫҫӗ.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Илтет пӳрт хуҫи: картишӗнче ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗрремӗш хут курнӑ чухне ку сӑн-пит чӑнах та ҫынна шиклентерет, анчах хӑнӑхса ҫитсен малтан ютшӑннӑ ҫынсем Ятламасран хӑпма та пӗлмеҫҫӗ, ун килӗнче кунӗн-ҫӗрӗн кӳршӗсем — ваттисем те, ҫамрӑккисем те — хӗвӗшеҫҫӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Горн шухӑшӗсем паян пуҫӑннӑ ӗҫ тавра хӗвӗшеҫҫӗ, ҫав хушӑрах океана та, иртнӗлӗхӗн татӑк-кӗсӗк курӑнӑвӗсене те таврӑнаҫҫӗ, чӑн та, ҫав тери хытӑ ӗшеннӗрен унчченхи пурнӑҫӗ халӗ хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Корнелия, Карл, Мунк, тарҫӑсем — пурте кунта, хура мӑйӑхлӑ вӑрӑм ҫынпа хӗрарӑм тавра хӗвӗшеҫҫӗ.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Пек ури айӗнче тӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чӑхсем, пакӑлти кӑрккасем хӗвӗшеҫҫӗ; ӳкекен хурсем хуняма пек вӗҫӗмсӗр чашлатаҫҫӗ; сенкер те ылтӑн тӗслӗ пуҫӗсем ҫинчи тӗпӗклӗ кӑвакалсем хӗвел ҫинче капӑрланаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Кӗтӳҫӗсем кӑвайт чӗртнӗ те ун тавра хӗвӗшеҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Суту-илӳпе промышленность служащийӗсен союзӗ», — унта та ҫав эсерсемпе меньшевиксемех хӗвӗшеҫҫӗ…«Союз торгово-промышленных служащих», — там тоже копошатся эсеры и меньшевики…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӗсре тавра каччӑсем хӗвӗшеҫҫӗ, хӑйсем темшӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ, вӑрҫӑнаҫҫӗ.Вокруг кобылы толпились парни, и все они кричали и ругались.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗчӗк шыв мар вӑл Днестр, нумай унта тӗрлӗ шыв юпписем, ҫӑра хӑмӑшлӑхсем, ӑшӑк вырӑнсем тата тарӑн тӗлсем, шыв куҫкӗски пек йӑлтӑртатать, ун ҫийӗнче акӑшсен янӑравлӑ сасси хыттӑн илтӗнсе тӑрать, хир кӑвакалӗ хӑвӑрттӑн вӗҫсе иртет, хыт туналлӑ курӑксем хушшинче тата ҫыран хӗрринчи вырӑнсенче вӗтел-кайӑксем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ ӑсансем тата ытти тӗрлӗ кайӑксем нумай хӗвӗшеҫҫӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.