Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗвелне (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл куҫа шартакан кӑнтӑр хӗвелне, ҫӗрмамӑк хирӗсене тата март уйӑхӗнчех ҫеҫке ҫуракан урюк йывӑҫҫисене, — вӗсем ҫине пиншер шур лӗпӗш ларса тухнӑ тейӗн ҫав! — асӑнса мухтанать, иҫӗм ҫырли сачӗсем ҫинчен калать…

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Иртрӗ хурлӑх, хӗн асаплӑх — Ҫитрӗ ҫутӑ ҫуркунне, Эп мухтатӑп та саватӑп Ҫак ҫӗн пурнӑҫ хӗвелне, Ярӑмланса ярӑн, юрӑ, Эсӗ пур ҫӗре те ҫит, Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӗрарӑмӑн кӑсӑкпа ҫивӗчленнӗ сапӑр, сӑпай пит-куҫӗнчи явкай хӗвелне самантрах хура кӗр ӗнтрӗкӗ килсе хупласа хучӗ, унтан, пӗр талккӑм ҫапла ларкаласан, хурланса, хуйхах кайрӗ хӑй.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анса та ларан хӗвелне Чартак лартса чарас ҫук.

Заканчивает солнце бег, Попробуй подопри столбом

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗнӗрен Чингисхан мӗлки хупларӗ Пӑлхар хӗвелне.

Помоги переводом

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Решетке леш енче ҫирӗм тӑватӑ ҫулсенчи ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать: шӑрӑха пула хӗрелсех кайнӑ, ҫепӗҫ пичӗ кӑнпах хӗвелне пиҫсе хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм, уҫӑ ҫамки ҫинчи нӳрлӗ, сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ сарӑ шлепкин хӗрри сарлака; ҫаксем пурте Джесси чунӗнче хӗрхенӳ майлӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.

За решеткой стояла молодая женщина лет двадцати четырех: тонкий загар ее нежного, раскрасневшегося от зноя лица, сияющие голубые глаза и темные волосы, — влажные на влажном, открытом лбу, под широким полем желтой шляпы, отделанной синей лентой, — снискали в сердце Джесси естественное сочувствие.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Юн вӑл турӑ хӗвелне курмасть, юн вӑл ҫутӑран пытанать…

Кровь солнышка божия не видит, кровь от свету прячется…

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Йывӑҫсем тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ, халлӗхе шӑрӑх июлӗн кӑварлӑ хӗвелне курман таса, ачаш ҫулҫӑпа витӗннӗ.

Деревья покрыты только-только народившейся листвой — чистой, нежной, еще не испытавшей обжигающих лучей июля.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

«Комо ытлашши икӗ хӗвелне пӗтернӗ.

«Комо уничтожил два лишних солнца.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӗн-асап тӗнчине аркатсассӑн, Кӗтсе илӗн телей хӗвелне.

Мы покончим навек с произволом, Будет солнце свободы сиять.

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тоня, пуҫне ҫӗклесе, туратсене аллисемпе сиркелесе, аялалла пӑхать: кӳлӗ хӗрринчен варринелле, шывра вӑйлӑн ыткӑна-ыткӑна, авкаланса, хӗвелне пиҫнӗ ҫын ишет, Тоня шыва кӗрекен ҫыннӑн тӗксӗм ҫурӑмӗпе хура пуҫне ҫеҫ курать.

Тоня поднимает голову и, раздвинув рукою ветви, смотрит вниз: от берега на середину озера сильными бросками плывет загорелое изгибающееся тело, Тоня видит смуглую спину и черную голову купающегося.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хушӑран уҫҫӑн янӑраса каять, тепӗр чухне чӗлхе хӗвелне хура пӗлӗт те хупласа илет.

Помоги переводом

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

44. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; 45. эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать.

44. А Я говорю вам: любите врагов ваших, благословляйте проклинающих вас, благотворите ненавидящим вас и молитесь за обижающих вас и гонящих вас, 45. да будете сынами Отца вашего Небесного, ибо Он повелевает солнцу Своему восходить над злыми и добрыми и посылает дождь на праведных и неправедных.

Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней