Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлчӗ (тĕпĕ: хӑтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ ҫунатлӑ пекех вӗҫсе хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешекенӗ айккине сиксе ӳкме ӗлкӗрсе хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Услонра Ваҫилене выҫӑ кӗрт йыттисем тапӑнчӗҫ, аран хӑтӑлчӗ вӗсенчен.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нинук выляса тенӗ пек кӗлт! тӗксен кӑна хӑйне ярса илнӗ шухӑшсенчен хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл хӑйне хӑвалакансенчен хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хуралҫӑ аран-аран тарса хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аран-аран тарса хӑтӑлчӗ Якур.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Самаях ҫӑмӑллӑн хӑтӑлчӗ вӑл.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тарса хӑтӑлчӗ эсремет.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗнӗ самана тивлечӗпе совет хӗрарӑмӗ ӗлӗкхи мӗскӗнлӗхрен яланлӑха хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов: «Ку пысӑк ыйту. Васкамӑпӑр. Капла эс ӗҫрен те юлма пултаратӑн», — текелесе хӗрарӑм ытамӗнчен аранаран хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Моляков вӑйпах хӗрарӑм ытамӗнчен хӑтӑлчӗ:

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Моляков вӑйпа тенӗ пекех хӗрарӑм ытамӗнчен хӑтӑлчӗ:

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ара, пӗр юнӗҫен тарса хӑтӑлчӗ те-ха, пӗр тӑшман пуҫӗ сывӑ юлчӗ те-ха.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра чӑлана Павӑл кӗчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка ҫаклатрӗ, пилӗкӗнчен аяларахри пур ҫи-пуҫран та хӑтӑлчӗ, вара ӑна-кӑна аслисен ӑс-пуҫӗ шайӗпех ӑса хывайман, «ҫиме юраман панулмие вӑйпах, хӗсӗрлесех ҫитерессе» чухлайман хӗр ачана та ҫаппа-ҫарамас хывӑнтара пуҫларӗ…

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куҫ хупӑмрах бетонланӑ ҫыран хӗррине анса ҫитрӗ, аллинчи папкине (унта вӑл паян экзаменра усӑ курмалли хутсене, хаҫатсенчен касса илнӗскерсене, хунӑччӗ) ҫывӑхри тенкел ҫине вӗҫтерчӗ, хыпалансах, трусикпе ҫеҫ юлса, вӑш-ваш ҫиелти ҫи-пуҫӗнчен хӑтӑлчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кӗрхи сулхӑн, нӳрӗ, янкарлӑ сывлӑшра Пурис, «кӑмӑскаланнӑ тайлӑк чикмек», выҫӑпа анкаса хевтесӗрленнӗскер, витӗрех шӑннипе сивчир тивнӗ пек сиксе чӗтрекенскер, ир еннелле эрех сӗрӗмӗнчен, ӳт-пӳ ӗнтӗркӗлӗхӗнчен пӑртак хӑтӑлчӗ, анчах хӑй пачах вӑранса кайманччӗ-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ятран хӑтӑлчӗ вӑл, шельма, пухӑва килет-ши хуть?

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Тавлашса ҫӗнтереймерӗ те часрах тарса хӑтӑлчӗ, — кулчӗ Ятламас.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗнчен хӑтӑлчӗ вӑл.

От жены освободился.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней