Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнер аван мар эпизод пек кӑна туйӑннӑ ӗҫсем, ҫав лӑпӑр-лапӑр «мужик ҫурисем» ӑнсӑртран сӗм-ҫӗрле хӑтланнисем каярахпа пушшех те нумайрах, час-часрах пулма пултараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Йӑпатса е хӑратса калаттарма хӑтланнисем тата йӗрлешкелесе кулнисем Ҫтаппан чунне тӳсме ҫук тарӑхтарса ҫитерчӗҫ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сире хӑвӑра ҫавнашкал клеткӑра усрас пулсан, мӗнле, аван пулӗ-и е питех мар-и?.. — тесе, профессора мӗнле те пулин парӑнтарма хӑтланнисем те тупӑнчӗҫ.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Анчах иртнӗ каҫ вӗсем Микулайпа мӗн хӑтланнисем ҫинчен шухӑшласан Михапарӑн ҫӳҫ-пуҫӗ вирелле тӑрса каять.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӑлхарсем хыҫҫӑн кӗме хӑтланнисем юнланса йывӑҫ тӗмӗсем хушшине выртса юлчӗҫ, чӗрӗ юлнисем кӑшкӑрса вӑрмантан тарса тухрӗҫ.
Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Глюмдальклич мана пит юратнӑ пулсан та, эпӗ хӑтланнисем король майрине култарас пек туйӑнсан, вӗсем ҫинчен ее величествӑна ҫийӗнчех каласа кӑтартма тӑрӑшатчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чӑнах та, таракансене ярса илмелли хӑшпӗр вӑхӑтсенче вырӑс генералӗсем час-часах хӑюсӑр хӑтланнисем те пулнӑ, тӑшмана ҫав тери аслӑ фронт талкӑшпех хӗссе пынинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнмелле.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Унсӑр пуҫне Сулла майлисенчен чи паллӑраххисен ҫурчӗсене вут тӗртсе ҫунтарса яма хӑтланнисем те пулнӑ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Карло, пукане мӗн хӑтланнисем ҫине, унӑн мыскарисем ҫине пӑхмасӑрах, чутлама, каскалама, чавалама тытӑнчӗ…Карло, уже не обращая внимания на эти проделки, продолжал стругать, вырезывать, ковырять.
Карло йывӑҫ пукане тӑвать те ӑна Буратино ят парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫавӑн пек ҫапӑҫса хӑтланнисем мана йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ те, пӗрре эпӗ ӑна каларӑм:
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чухне асаплантаракан ҫынна ҫав тери тытса хӗнесе тӑкас килетчӗ, эпӗ вара хам ӑссӑн ҫапӑҫма кӗрсе каяттӑм, ҫав хам вӑйсӑр пирки харсӑрланса хӑтланнисем ҫинчен аса илсен, хӑшӗ те вӑтанатӑп, ҫитменнине кичемле те туйӑнса каять.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫанӑн пек сӑмахласа хӑтланнисем мана хӑюллӑн калаҫнӑ пек туйӑнатчӗҫ, вӗсем мана тыткӑнах илетчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ унашкал хӗре пуҫласа курнӑччӗ, вӑл мана йӗрӗнмелле пек туйӑнатчӗ тата лайӑх мар шӳт туса тӗрткеленисемпе хӑрататчӗ мана, ҫавӑн пек выляса хӑтланнисем маншӑн тутлӑ маррине кур пушшех ҫыпӑҫса аптӑрататчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ, ман алӑра — бригадирсемпе ытти нумай колхозниксем пӗрле ҫырса панӑ заявлени, вӗсем халех пӗтӗм колхозниксен пухӑвне пухма ыйтаҫҫӗ, эсир хӑвӑр тӗллӗн ухмахланса хӑтланнисем ҫинчен ҫыраҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ҫавӑн йышши савӑнса хӑтланнисем нумайччӗ, мӗнпур ҫын та — пуринчен ытла ялтисем — Гостиный двор савӑнса вылямашкӑн ҫеҫ пурӑннӑ пек туйӑнатчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл историре вут ҫулӑмлӑ кӑмӑл-шухӑшсем тӑп туллиех, ӑссӑрлансах паттӑрла ӗҫсем туни, пур-пурла благородство, юмахри пек ӗҫ пит ӑннисем, дуэльсемпе вилӗмсем, пит ырӑ кӑмӑлтан каланӑ сӑмахсем тата ытла та ирсӗр хӑтланнисем шутсӑрах нумай.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах тавар сутнине шутсӑр курас килетчӗ, — пит кулӑшла туйӑнатчӗҫ мана приказчик мӗн хӑтланнисем, ҫав вӑхӑтрах тата: «Пӳрнесене ҫавӑн пек килӗшӳллӗн чарса пӑрахма, ҫын урине пушмак ҫавӑн пек вӑр-вар тӑхӑнтартма нихӑҫан та пултарас ҫук эпӗ», тесе шухӑшлаттӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш-пӗр информаци тӑрӑх шутласан, тӑшманӑн сӑрт-ту стрелковӑй чаҫӗсем перевалсем урлӑ каҫма хӑтланнисем пурте ӑнӑҫсӑр пулнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Сывлӑшри мӗнле ҫапӑҫура кирлӗ пулаҫҫӗ ҫапла хӑтланнисем?!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫавӑн пек ирсӗрле вӗрентсе хӑтланнисем Генри Пойндекстершӗн кирлӗ пулман.
XXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
- 1
- 2