Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтарса (тĕпĕ: хӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ мана ҫак самантра вилӗмрен хӑтарса хӑвартӑн!»

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗскӗн тумламсем темелле, пурнӑҫа пӗтӗмпех хӑрса кайнинчен хӑтарса хӑвараҫҫӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ку вӑрӑм, выҫлӑхлӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче шӑпах ҫавӑ — ӗне пин, тен, миллион ачапа ҫитӗннисене вилесрен хӑтарса хӑварчӗ пулӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чуна хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫӗре илсе кайрӗ вӑл, ачалӑхӑн чи хӳхӗм саманчӗсене чӗртсе тӑратрӗ, кулленхи тӗссӗр ваклӑхсенчен хӑтарса, пысӑк тӗллевлӗ, хитре ӗмӗтлӗ пурнӑҫпа чун-чӗрешӗн тӑвӑллӑ тӗнчене илсе кӗчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫав хушӑрах пушарпа кӗрешекенсем 82 ҫынна пушартан хӑтарса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647

Мӗнле те пулин хӑтарса хӑварас тенӗччӗ ывӑлне вӑл.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑтарса хӑварсам мана!»

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Фашистсем сӑрт ҫийӗпе, вӗсен ӳпли тӑрринченех, утса иртрӗҫ, анчах кӳлӗ хӗрне, сӑрт сӑмсахне анмарӗҫ, ҫакӑ кӑна совет ҫыннисене хӑтарса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Альберт ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ, ҫавӑнпах пуль ашшӗ-амӑшӗ ӑна куҫ шӑрҫине упранӑ пек упраса, чикӗсӗр юратса, пӳлӗмри чечек вырӑнне пӑхса, тӗрлӗ «хура» ӗҫрен хӑтарса ӳстернӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Эсӗ шуйттансен серепине лекнӗшӗн эпир те, аннӳпе иксӗмӗр, айӑплӑ: сана, пӗртен-пӗр ывӑла, йывӑрлӑхсенчен хӑтарса ӗҫре пиҫӗхтермесӗр, пахматсӑр юратса, ырӑлӑхпа чунлӑх вӑрлӑхне ҫителӗклӗ акса хӑвараймарӑмӑр, артак пӑхса ӳстертӗмӗр ҫав.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӑл вӗсене, кӑмпасене, хулӑран хӑтарса ҫӗр ҫине (те костюм пиншакӗн арки ҫине?) пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫитет!» — чӑтаймарӗ Ула Тимӗр, вара чӑшлакан, сӑмсана тутлӑн кӑтӑклакан, пӑсланакан кӑмпасене вут ҫинчен илчӗ те, пырне курак чӗппи пек сассӑр кх-х-х! хыртарса илсе, «шампур» вӗҫӗнчен кӑшӑлт-кӑшӑлт турта-турта хӑтарса, чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине сиктерчӗ, ҫӑвара шыв килтерекенскерсене пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе пӑхрӗ — исленичченех ӗлкӗреймен иккен-ха, ҫӑваралла алхапӑл ӑсатма та васкамалла мар: пӗҫереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр васкасах ҫиелти ҫи-пуҫӗн кӗсйисенчен ҫӗҫӗ тата зажигалка кӑларчӗ, ҫивӗчӗшне лакӑмран хӑтарса ҫӗҫҫине сулахай аллине ҫатӑрласа тытрӗ; тепӗр аллипе пускӑчне чӑрт! пусса зажигалкине чӗртсе ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑ хӑтарса хӑварчӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вилӗм умӗнчи ҫынна хӑйӗн юнӗпе хӑтарса хӑварни, ҫӑлӑннӑ ҫын ӳтӗнче хӑйӗн юнӗ юхни, ҫав вӗри юн суранланса пӗтнӗ ҫынна пурӑнма хӑват пани Таньӑна чӑн-чӑн таса савӑнӑҫ кӳчӗ, ҫӗклентерсе ячӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ун пек вӗллесене лайӑх пыл е канди парса пулӑшмалла, вилесрен хӑтарса хӑвармалла.

Помоги переводом

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Сӑмах хушшинче Петр Петрович Хрестука вӑрласа кайни, Сергейпе Иван ӑна мӗнле хӑтарса таврӑнни ҫинчен каласа пачӗ, унтан Захар Петрович ялтан тухса кайнӑ хыҫҫӑн килӗнче мӗн-мӗн пулса иртнӗ пирки те пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пур — хӗр пуҫҫӑн, хӑй кӑна Сахарӑн шур мунчине вут тивсе илессинчен хӑтарса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗскер, тарҫӑран хӑтарса мӑрса е турхан туса хурас-и? — пуҫне татах ун еннелле пӑрчӗ хуҫа.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавсене пӗле тӑркач, Григорьев Васили ашшӗ, самаях пурлӑхлӑ ҫын, ывӑлне ма салтак хӗсметӗнчен хӑтарса хӑварман-ши?

Однако, зная все это, отец Василия Григорьева, довольно зажиточный человек, не стал «отмазывать» сына от солдатчины.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней