Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне тата чӗре ҫинче тем йӑшкаса тӑрать: хӑрушӑскер, хатарлӑскер.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Ҫав тери хӑрушӑскер мӗн тӗлленчӗ-ши вара? — айван шанӑҫпа ыйтрӗ вӑл; ӑсран тайӑлнисенчен нумайӑшӗ хӑйне ҫапларах тытать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Ахӑртнех, темӗн хӑрушӑскер.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Саманчӗ хӑрушӑскер пулин те, ҫакӑ ӑна савӑнтарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫул ҫинче вӗсем хӑйсене чарма тӑрӑшакан Артема тӗл пулаҫҫӗ, — вӑл, тусанпа вараланнӑскер, тарласа йӗпеннӗскер, хӑрушӑскер, таткаланса пӗтнӗ гимнастеркӑпа лаша ҫинче сиктерсе ҫӳрет.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Тулӗк тархасласа ыйтатӑп, малтанхи пек хӑрушӑскер ан пултӑр, — йӑлӑнать Лина.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Тӗп-тӗрӗсех калаймастӑп, паллах, анчах та чирлӗ ҫыннӑн малтан пичӗ кӑвакарать, кайран вӑл вилет… ҫапла, тиф — хӑрушӑ чир, ох, ҫав тери хӑрушӑскер!
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Шуйттан пекех хӑрушӑскер вӗт лешӗ!
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Унӑн хӑни коридора чашкӑрса, нӑйкӑшкаласа, хӑйӗн сарлака тумтирӗпе чӗркенсе сиксе тухсан, математик — вӑрӑмскер, хӑрушӑскер, алӑк патӗнче тӑрса, хӑйӗн пӳрнисене пуҫӗнчи арпашса пӗтнӗ ҫӳҫӗсем ӑшне чиксе ярса, хӑркӑлтатрӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл чи пысӑк ҫӑмламас хӑрушӑскер умне чӗркуҫленет те хӗрхентерес сассипе ҫапла калать:Он упал на колени перед набольшим хозяином, чудищем мохнатым, и возговорил голосом жалобным:
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Унтан хӳри сылтӑмалла ҫаврӑнать, хӑрушӑскер хӑйӑр ҫинчен шуса анать те ишсе каять; ҫиҫӗм тепре ҫиҫсессӗн, Костя вӑл пӗрене иккенне курса, тӗлӗнсе ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах ҫӑварӗ уҫӑлмасть, хӑрушӑскер, пуҫне хӑйӑр айне чикнӗ те шӑпах выртать, унӑн хӳри ҫеҫ ҫӗкленкелесе шыв ҫине ҫапӑнать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Халӗ шкулта вӗренсе пӗлнӗ наукӑсем пурте унӑн пуҫӗнчен тухса сирпӗнчӗҫ, ҫав хӑрушӑскер хӑйӗн пысӑк ҫӑварне уҫасса вилӗ те мар, чӗрӗ те мар пулса кӗтсе тӑрать вӑл.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кӑвак лаптак тумхахсенче, алӑсемпе пуҫсем вырӑнӗнче, темскер хӑрушӑскер пур пек туйӑнать; ахаль чухнехинчен те ытларах святойсен ӳчӗсем сӑрласа пӗтернӗ тумтирсем ӑшӗнчен ҫак подвалтан темле вӑрттӑн таҫта кайса ҫухалнӑ пек туйӑнать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑй питӗ хӑрушӑскер.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Аса илес мар тесе тӑрӑшрӗ, анчах ҫав япала пурпӗрех асран тухмарӗ — вӑрӑмскер, ҫӗр шӑршиллӗ те сивӗскер, хӑрушӑскер.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Калама ҫук хӑрушӑскер!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
…Акӑ вӑл, Горыныч ҫӗлен, тапӑнса килет: вутпа епле сывлать, хӑрушӑскер.
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ун вырӑнне хӑна пӳлӗмӗнче, ҫӳллӗ вырӑнта, тем чухлӗ шурӑ пир-авӑр ӑшӗнче, ҫурта ҫуттинче, темскер ҫӗкленсе тӑрать, ун умӗнче чӗррисем, чӗррисем пурте ним тума пӗлмесӗр шӑпах тӑраҫҫӗ, ҫав темскер, ӗмӗрлӗхе юласскер те ҫӗрсе пӗтекенскер, ҫывӑх та ютскер, хаклӑ та хӑрушӑскер, пӗр паллӑ туйӑма ҫеҫ вӑратать: ҫак куҫ умӗнче выртаканнипе лешӗн хушшинче, ҫак ӳт-тир ӑшӗнче пурӑннӑ ҫын хушшинче, халь нимле пӗрлӗх те ҫук.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
«Ах, ҫук, ҫук, — салхуллӑн йӑшаланать ача, — ку атте мар, ку темле хӑрушӑскер тухать».«Ах, нет, нет, — тоскливо мечется мальчик, — это не папа, это что-то страшное лезет».
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
- 1
- 2