Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑранипе (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑранипе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑранипе фотоаппаратне хӗвне персе чикрӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ҫимун, Ҫимун! — терӗ вӑл, темрен хӑранипе хашкама чарӑнаймасӑр.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

НКВДӑна кайса парас пулсан, хам пӗтетӗп тесе, хӑранипе укҫисене пытармаллах пулчӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ никам та мар, — аранах ҫаврӑнчӗ ун чӗлхи, хӑранипе кухньӑра вут ҫинче ҫӑтӑртатакан ҫатми ҫинчен те мансах кайрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн чӗри ӗнтӗ хӑйне тӑра шыв ҫине кӑларасран хӑранипе мар, Ҫтаппанпа Макҫӑм кӗмӗл укҫасене илме кӗрсе кайнӑ пек шутласа канӑҫсарланма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлне вӑратасран хӑранипе ним сас-чӳ тумасӑр пурттине хучӗ те турӑш умне чӗркуҫленсе тӑчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ хваттерте пурӑнаканӗ хӑранипе ҫухалса кайнине сисрӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑранипе курайманлӑх ун хӑюлӑхне чарусӑр ҫӗклерӗҫ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха хӑранипе мар, кӗтмен сӑмах илтнипе шартах сикрӗ:

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑслансенчен хӑранипе ирӗксӗрех юлташӗсен хыҫӗнчен утрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Маскине сӳсе палласа илесрен хӑранипе вӑл вилише персе выртма шут тытрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алена хӑранипе каялалла ҫаврӑнса пӑхасшӑн — эпӗ ӑна: — Ан ҫаврӑн, ан ҫаврӑн, ун ҫине халь пӑхма юрамасть, атту пӗрре пӑхсассӑнах пирӗн хыҫҫӑн пырӗ, — асӑрхаттаратӑп ӑна.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ачасем хӑранипе кӑшкӑрса йӗрсе ячӗҫ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Хӑранипе хама сивӗ чир тытнӑ пек силлет, анчах шалтине тула кӑлармастӑп.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Урам варринче Ваня кӑшкӑрать, йытти ӑна хаяррӑн туллать, Галя йӑмӑкпа иксӗмӗр хӑранипе ҫухӑратпӑр…

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Хӑранипе мӗнле чуну тухса тарман сан, Уҫик? — ыйтать Васса мӑнакка.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Тискер чӗрчуна курса хӑранипе чӗре сиксе тухасла тк-тк-тк туса тапать.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Иринӑн хӑранипе ҫан-ҫурӑмӗ чӗтреве ерчӗ, вӑл айккинелле сикрӗ, пушмак пуҫне темӗнле пралукпа чӗртерчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тинех пуҫлӑх сывласа ячӗ, хӑранипе кӗленчеленсе кайнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаларӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней