Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑрамастӑм (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп хуртсенчен хӑрамастӑм, асатте мана утар тарӑх шӑпӑрт ҫӳреме вӗрентнӗччӗ.

Я не боялся пчел, потому что дед научил меня тихо ходить по осеку[3].

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Хӑрамастӑм.

Не испугался.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫӗрлесенче ун патне хуҫа ҫӳретчӗ, мана курма та пултаратчӗ, а эпӗ — хӑрамастӑм, ия…

По ночам ее хозяин посещал, мог меня застать, а я — не боялся, да…

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ хам туйӑма аннеҫӗм сисесрен хӑраттӑм; вӑл Зинаидӑна питӗ килӗштерместчӗ, ҫавӑнпа пире кӑмӑлсӑррӑн сӑнатчӗ, Аттерен ун пекех хӑрамастӑм: атте мана асӑрхаман пекехчӗ, аннеҫӗмпе вара сахал, анчах темле ӑслӑ-сумлӑ калаҫатчӗ.

Я боялся выдать себя перед матушкой; она очень не благоволила к Зинаиде и неприязненно наблюдала за нами, Отца я не так боялся: он словно не замечал меня, а с ней говорил мало, но как-то особенно умно и значительно.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ку зонтпа эпӗ вӑйлӑ ҫумӑртан та хӑрамастӑм, чи шӑрӑх кунсенче те ӑшӑ пирки аптраса тӑмастӑм, зонт кирлӗ мар чухне эпӗ ӑна хупаттӑм та хул хушшине хӗстерсе утаттӑм.

С этим зонтиком я не боялся никакого дождя и не страдал от солнца даже в самую жаркую погоду, а когда он не был мне нужен, я закрывал его и нес под мышкой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней