Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, вӗсенчен ан хӑра, вӗсен сӑмахӗнчен те ан хӑра, вӗсем саншӑн йӗплӗ курӑксем, чикекен ҫум курӑкӗсем пулсан та, хӑв скорпионсем хушшинче пурӑнсан та, ан хӑра; эсӗ вӗсен сӑмахӗнчен ан хӑра, вӗсен сӑнӗнчен ан шиклен: мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ан хӑра, ан хӑра, — лӑплантарчӗ старик, — хӗвелпе типтӗр-ха, типтӗр.— Ничего, ничего, — успокаивал старик, — пусть еще солнышка попьет.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ан хӑра, ачам; ку ача ҫапӑҫмасть, ан хӑра.
XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ан хӑра, ан хӑра», — теҫҫӗ мана вӗлерме тытӑннӑ ҫынсем темшӗн, те чӑнахах та мана паттӑрлантарасшӑн пулса.«Не бось, не бось», — повторяли мне губители, может быть и вправду желая меня ободрить.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Рита Терехова тӗлӗнмелле сӑмахсем каларӗ: «Тулаш тасамарлӑхран ан хӑра — шалти тасамарлӑхран хӑра».Рита Терехова удивительные слова сказала: «Не бойся внешней грязи – бойся внутренней».
Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
21. Ывӑлӑм, эсӗ эпир ҫука юлтӑмӑр тесе ан хӑра: эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса, ҫылӑхран сыхланса Турра юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑнсассӑн, санӑн пурлӑху нумаях-ха, тенӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Чи малтанхи утӑмсенченех такамран хӑраса мар, таса чунпа, совеҫ хушнипе ӗҫлеме вӗрен, ӳрӗк-сӳрӗк, тӑрӑшусӑр ӗҫлеме хӑнӑхассинчен чи пысӑк инкекрен те ытларах хӑра.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Йӑнӑшасран нихӑҫан та ан хӑра, — вӗрентет Галеран, — кӑмӑл вылявӗнчен те, вӑл хуҫӑлнӑшӑн та хӑрамалла мар…— Никогда не бойся ошибаться, — говорил Галеран, — ни увлечений, ни разочарований бояться не надо.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл хӑрамасть, эсӗ те ан хӑра.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
«Ҫук, нимӗнрен те ан хӑра, ырӑ хуҫам, сан тискер сӑн-питӗнтен эпӗ урӑх хӑрас ҫук, санран ниҫта та уйрӑлса каймастӑп, сан ырлӑхна эпӗ нихҫан та манас ҫук; ху мӗнле, ҫавӑн пекех курӑнсам эсӗ мана: эпӗ малтанласа ҫеҫ санран хӑрарӑм», тет ӑна.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Эпӗ хӑранипе кукленсех лартӑм, хӗрарӑм мана: — Ан хӑра, вӑл ҫыртмасть, — терӗ.Я забоялся и поджал ноги, а тётя сказала: — Не бойся, она не укусит.
Инзол ятлӑ йытӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
«Шахтер турӑшӑн тӑван мар, унран вутран хӑранӑ пек хӑра», теҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ивановна хӑраса ӳксе: «Мӗн эсӗ, турӑран хӑра. Эсӗ утмӑлтан иртнӗ, вӑл вунулттӑра кӑна. Е эсӗ ху коммунист иккенне манса кайрӑн-и?» — тенӗ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
— Ан хӑра, мистер Фелим, — тенӗ ватӑ сунарҫӑ, алӑк урлӑ каҫса, — халь ӗнтӗ ним хӑрамалли те ҫук.
VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Ан хӑра, Селиме, тек хӑрамалли ҫук.
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ман унтан мӗн хӑрамалли пур, эсӗ — унӑн арӑмӗ, хӑрасса та эсех хӑра.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ сана пӗрре каланӑччӗ, татах калатӑп: ҫакӑнтан ху та хӑра, ыттисене те хӑрама вӗрент.Я тебе однажды сказал, еще раз говорю: и сам бойся этого, и других учи бояться.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсӗ тумса ан тӑр, ан хӑра! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Разметнов.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах ан хӑра, тата шан мана.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.