Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑпарнӑ чух колхоза тухакан ҫӗрпе хӑпар.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
— Хӑпар, Гаврила, — хушрӗ Челкаш юлташне.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Санька, хӑпар кунта!
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанах вӑл ачана ҫивӗч пӑхать, хӑйӗнчен аякка ямасть, вӑл шухӑланнӑшӑн хыттӑн мӑкӑртатать, унтан хӑйне парӑнтаракан чир ҫывхарнине туйса, ачана: хапхаран ан тух, качакана ан тӗкӗн, кӑвакарчӑнсен йӑвине е галерея ҫине ан хӑпар, тесе йӑлӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
6. Патша умӗнче ан курнӑҫлан, аслӑ пуҫлӑх вырӑнне те ан тӑр: 7. куҫу курнӑ чаплӑ ҫын умӗнче сана кӗҫӗне ан хӑварччӑр, ун вырӑнне хӑвна: «кунта кил, ҫӳлерех хӑпар» тени аванрах.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах сире пула Ҫӳлхуҫа мана ҫилленнӗччӗ те мана тӑнламарӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫитӗ сана, ҫакӑн ҫинчен Мана урӑх ан кала; 27. Фасга тӑвӗн тӑррине хӑпар та хӑвӑн куҫупа тинӗс енне, ҫурҫӗр енне, кӑнтӑр енне, тухӑҫ енне пӑхса ил, хӑвӑн куҫупа ху курса юл, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак Иордан леш енне каҫаймастӑн; 28. Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас [пӗтӗм] ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ, терӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх; 13. ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш, 14. мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халь эсӗ хӑвӑрт кӑна ҫапӑҫакансем патне хӑпар та ывӑлӑма чупту.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Хӑмла пек хӑпар.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӑмла пек хӑпар, Ҫулҫӑ пек сарӑл.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ ӑна сыхласа ларам-ха, эсӗ ан хӑпар, ҫӑхан вӗҫсе килӗ те сана ҫунаттипе ҫапӗ.
Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.
— Петӗр, халех ку костюмна хыв та чикмек тӑратса ҫӗкӗрт ҫине хӑпар! — хыпӑнчӑклӑн хушрӗ Сахар.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн ӗҫрен таврӑнакан савӑнӑҫлӑ хӗрсене шӑп ҫав сӑрт ҫинче, яла кӗнӗ ҫӗрте тӗл пулса кӗтсе илес килчӗ, — вӗсем юрласа аялалла анччӑр, эсӗ тӑвалла хӑпар.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сӑрта ан хӑпар, унта сан валли ӗҫ ҫук, — вӗрентрӗ вӑл йыттине.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Тупӑсене илсе хӑпар та — аркат.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл ҫӑвӑрланӑ; ҫурисем мӗнле лайӑхскерсем; хӑпар кунта хавӑртрах.
Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.
Ансӑр кантӑклӑ симӗс вакунта ларас килсен — ларса пыр, ыйхӑ килсен — виҫҫӗмӗш ҫӳлӗк ҫине хӑпар та вырт.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫӳле хӑпар та вырт.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ман ҫурӑм ҫине хӑпар, — терӗ Чубук, — хӳми урлӑ шал енче мӗн пуррине пӑх.— Залезай мне на спину, — приказал Чубук, — заглянешь через забор, что там есть.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.