Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑнари (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнари апата тиркени вӑл сӑпайлӑх ҫитменнинчен килет, — касса татрӗ Софья Георгиевна.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫапах та… пуян ҫуртри хӑнари ҫак ҫынна вӑратмаллах, — терӗ Нок Гелли пирки.

— Однако пора будить этого будуарного человека, — сказал Нок о Гелли.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах унта хама эп, хӑнари пек, кӑшт ҫыхӑнчӑклӑраххӑн туйнӑччӗ.

Но чувствовал я себя в ней напряженно, как в гостях.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Эс кунта хӑнари пек иккӗленме ан пӑх-ха, ҫӑвӑнассу килсен, мӗн кутӑнлашса тӑрасси пур, — хистерӗ ӑна Тухтар.

Тухтар сердито добавил: — Ты тут не ломайся как в гостях, хочешь помыться — так и говори, а упрямиться ни к чему.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Обществӑлла вырӑнта сӗтел хушшинче харпӑр хӑйне мӗнле тытасси килти е хӑнари пекех пулса пымалла.

В общественных местах, разумеется, действуют те же правила поведения за столом, что и дома или в гостях.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑнари темиҫе кун пит хавхалануллӑ иртрӗ.

Несколько дней промелькнули очень живо.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Мӗн ара эсӗ, хӑнари пекех ларатӑн?

— Чего это ты как в гостях садишься?

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней