Поиск
Шырав ĕçĕ:
Самолет питӗ хытӑ силленсе илчӗ, вара ҫеккунтӑн пӗр пайӗнче Завьялов куҫри ҫутӑсӑр тата хӑлхари кӗрлекен шавсӑр пуҫне урӑх нимӗн те туймарӗ.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах урӑх нимӗн те илтӗнмест, хӑлхари авӑк янӑравсӑр пуҫне, ку — чӗрем хыттӑн кӑлтлатса тапма пуҫланӑран; тата — картсен ҫӑтӑртатӑвӗ, вӗсене Филатр тухтӑр айккисенчен сӑтӑрса тӳрлетет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Енчен енне пӑрӑнса, ӳкнӗ йывӑҫсен упа сарри сырса явакланӑ вуллисем урлӑ сике-сике каҫса — аташса кайнӑ ҫын малтанах халиччен нихҫан курман, уҫӑмлах мар темӗнле ҫул тупрӑм пуль тенӗччӗ, анчах чӑтлӑхӑн капӑр пӗр евӗрлӗхӗ кӗҫех ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, килӗ пирки пуҫӗнчен тухма пӗлми шухӑшӗсене шӑвакан тимӗр пальмӑсемпе пандануссен хӗҫ евӗрлӗ ҫулҫисемпе, черчен азалисемпе тата ҫӳллӗ курӑкпа ҫавӑрса-ҫыхлантарса тертлентерчӗ; вӗҫленми, чӗмсӗр ҫак хор шурлӑх-путлӑхӑн, ҫурма типнӗ ҫырмасен хавхаллӑ аромачӗпе сывлать, вӑйсӑрланнӑ тимлӗхе хӑлхари шав-кӗрлевпе, кайӑксен сайра сассисемпе йӗрлет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Чи пӗчӗкки хӑлхара вырнаҫнӑ, вӑл вӑтам хӑлхари шӑмма хускалма пулӑшать.
Ҫыннӑн 639 мышца // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.04.17
— Хӑш хӑлхари? — кӑшкӑрчӗ Лена.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӑлхари шав витӗр вӑл хӑй патнелле чупакан ҫынсем кӑшкӑрнисене илтрӗ, пурте, пур енчен те хӑвӑрт чупса килнине курчӗ.Сквозь шум в ушах она слышала восклицания сбегавшихся людей и видела — бежали быстро, все, отовсюду.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
«Халӗ эпӗ ӑна ҫӑлатӑп», — таҫтан-тулашран пӑшӑлтатрӗ сасартӑк Ромашова хӑлхинчен темӗнле ют, ӑнланса пӗтерме ҫукла сасӑ, Ромашов вара куҫӗсене васкамасӑр ватӑ, самӑр, пысӑк питлӗ хӑлхари хӗреслӗ те ҫурма уйӑхлӑ кӗмӗл алка ҫине куҫарчӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1