Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемех (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халь ҫурӑлса ҫитеймен-ха вӗсем, Георгий Васильч, анчах пӗр-икӗ кун шывра ларсан, хӑйсемех ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӗрарӑмсем хӑйсемех ытлӑн-ҫитлӗн ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ман вӑхӑт пулмасан пусма-тавар туянма хӑйсемех кайса килеҫҫӗ.

Если у меня нет времени, сами сходят и купят нужные ткани.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Ман ӗҫе мӑшӑрпа ачасем питӗ ырлаҫҫӗ, хӑйсемех магазинсене илсе ҫӳреҫҫӗ.

Мою работу супруг и дети одобряют и сами водят в магазины.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Патька-патшана Михельсон ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тенине илтнӗ пулсан та хресченсем вӗсене лашасем тупса пачӗҫ, кайран, ӑсатнӑ май, хӑйсемех улпут ҫуртне вут тивертсе ҫунтарчӗҫ…

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хупӑрласа илессе хупӑрласа илчӗҫ те-ха, анчах кайран хӑйсемех пӑрахса тарчӗҫ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улпут лашисене илсе тухрӑмӑр, уллут ҫуртне хресченсем хӑйсемех ҫунтарса ячӗҫ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫар операцийӗ пуҫлансанах Украинӑн ҫамрӑк салтакӗсенчен чылайӑшӗ пирӗннисене хӑйсемех парӑннӑ, вӗсене ирӗксӗрлесе пӑшал тыттарнӑ.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Анчах тыткӑнрисем хӑйсемех парӑнма хатӗрри курӑннӑ.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ман алӑсем хӑйсемех хӑлаҫланаҫҫӗ, вӗҫсе кайса ҫухалӑттӑм ҫак сенкерлӗхре!

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Йӑтмарҫӑ-студентсем хӑйсемех ҫапла йышӑну турӗҫ: пӗри михӗсене вакунтан ун алӑкӗ умне йӑтса тӑрать, виҫҫӗшӗ вӗсене, михӗсене, машинӑсем патне ҫӗклеҫҫӗ, иккӗшӗ — ҫӑксене «хурҫӑ урхамахсен ҫурӑмӗсем» ҫине йышӑнса, туртса хӑпартса, кирлӗ пек пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн майлаштарса лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш детальсене ӑҫта хумаллине астума тӑрӑш, пӗрре хӑнӑхсан, алӑсем хӑйсемех детале ӑҫта хумаллине пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Каҫ пулсан, хӑйсемех пусмасем тӑрӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри йӗркипе ларса тухрӗҫ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ытла та ӑста калать иккен Ванюк купӑсне, урасем хӑйсемех ташӑ картине илсе тухаҫҫӗ, темӗнле ташлама пӗлмен ҫын та сисмесӗрех тапӑртатма пуҫламалла.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл вӑхӑта вӗҫӗмех фермӑра ирттернӗ пирки, килти ӗҫсене ачасем хӑйсемех пуҫтарса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Фабрикӑрах!..», «Отпуск хыҫҫӑн», «Кӗрхи Атӑл», «Фабрика юррисем» — ҫак сӑвӑ ячӗсем хӑйсемех хула ӗҫ шавне куҫ умне кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Пӗвесем хӑйсемех питӗ кӑткӑс гидротехника сооруженийӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫавӑнпа та хӑйсемех манпа пӗрле пычӗҫ.

И сами пошли со мной вместе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Токарьсем хӑйсен ӗҫ нарячӗсене хӑйсемех тунӑ.

Токари сами получили свои наряды.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней