Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйрӗ (тĕпĕ: хӑйра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук пуҫламӑш хут куҫне ҫӗклесе пӑхма хӑйрӗ те хӑй умӗнче Микулана систерме пынӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тин ҫеҫ Ванюка хӑй хӗрачипе пӗртӑван шутлакан хӗрарӑм мар, мӑнаҫлӑ та никама ним вырӑнне хуман хуҫа арӑмӗ тӑнине курчӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кам хӑйрӗ?

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тавтапуҫ, Константин Георгиевич! — тинех калама хӑйрӗ Завьялов.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Епле хӑйрӗ вӑл «аҫупа кайӑпӑр», теме, епле пултарчӗ Ҫтаппан енне ҫаврӑнма?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ман ҫынсенчен сире кам ҫакӑн пек хӗнесе асаплантарма хӑйрӗ?

Кто из моих людей осмелился так истязать вас?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кам хӑйрӗ ку ирсӗр ӗҫе тума?

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ман пата килсе кӗме хӑйрӗ пулсан, е хамӑр ҫынах ҫавнашкал чӑрсӑрланса калаҫать, е влаҫран килнӗ ҫын та пулма пултарать.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ман пата кӗрсе хӑй чӗлхипе калаҫма хӑйрӗ пулсан, вӑл пӗр-пӗр лӑпӑр-лапӑр мар, чӑн-чӑн ҫын. Вӑл сана килӗштернӗ, Тарье, эсӗ ун арӑмӗ пулатӑн», — тенӗ иккен ун чух ашшӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кам сивӗ куҫпа пӑхма хӑйрӗ сан ҫине?

Помоги переводом

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн шухӑшӑр мӗнле ун пирки, Иван Яковлевич — ыйтма хӑйрӗ Эльгеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ман пур ыйту, — хӑйрӗ Эльгеев.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Профессор, плеврит текенни ӳпкере туберкулез пуррине пӗлтермест-и? — ыйтма хӑйрӗ Эльгеев.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ман пур виҫӗ пачка, — хӑйрӗ Эльгеев сӗнме.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Манӑн аппа та хӑраса ӳкрӗ, васкатрӗ: каймасан, чӑнах та, персе вӗлерӗҫ, терӗ, — Костя хыҫҫӑн калама хӑйрӗ Павлуш та.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Соня, — ташланӑ хушӑра хуллентерех ҫаврӑннӑ чух калама хӑйрӗ Эльгеев.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑк чух эс ху та, атте, улахсене ҫӳренӗ-ҫке… — калама хӑйрӗ Сашша, анчах ашшӗ каллех ӑна пӳлчӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах пынӑ май, хӑйрӗ калама:

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗ вӑйран ӳксе сак ҫине ларсан, Елюк хӑйрӗ калама:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку таранччен чӗнмесӗр тӑнӑ Бутлер кӑна хирӗҫлеме хӑйрӗ:

Лишь молчавший до сего Бутлер решился возразить:

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн вӑл, юлашкинчен, ҫапла каласа пама хӑйрӗ: ехусем пирки сӳтсе явнӑ юлашки совет ларӑвӗнче совет членӗсем хуҫа мана хӑй патӗнче тытса усранине хӑйсен йӑхне кӳрентерни вырӑнне, эпӗ хам хуҫампа гуигнгнмсем пекех калаҫнине намӑс вырӑнне шутланӑ-мӗн.

После непродолжительного молчания он наконец решился и рассказал мне, что на последнем совете, когда обсуждался вопрос об еху, члены совета сочли за оскорбление своей породы, что он держит в своем доме еху и обращается с ним так, словно это гуигнгнм.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней