Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑвармарӑм (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурчӑкапа тан хам пур: Кунӗн-ҫӗрӗн юр юрларӑм, Пӗр туйран та эп юлмарӑм, Чун туман хӗр хӑвармарӑм.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӗррехинче эпӗ — хамӑн шутсӑр выляс килнипе — унӑн хура-хӑмӑр тилӗрен тунӑ ҫухавине йӑлт туласа тӑкрӑм, ним хӑвармарӑм, тепри пулсан мана уншӑн ҫаксах вӗлермелле, анчах Раиса Ивановна чӗн пиҫиххипе ҫурӑм урлӑ ячӗшӗн виҫҫӗ-тӑваттӑ туртса ҫапнипех каҫарчӗ.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Сана шыраман кӗтес хӑвармарӑм пуль.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ку урамра ухтарман кил хӑвармарӑм — кашнинчех мӗн те пулин тупса тухатӑп.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Вӑрманта шыраман вырӑн хӑвармарӑм пулӗ, ниҫта та тупаймарӑм.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ҫӳревре мӗн пулни-иртни пурте ман ӑс-тӑнра пит тарӑн палӑрса пуҫа кӗрсе ларнӑ пирки, эпӗ ҫав событисем ҫинчен шур хута шанса ҫырса пӗлтернӗ чухне чи кирлине нимӗн те пӑрахса хӑвармарӑм, вак япаласем ҫинчен кичем ҫырать тесе айӑпласран хӑраса (кун пирки ҫӳревҫӗсене час-часах айӑплани ахаль мар пулӗ), ваккисене нумай кӑларса пӑрахрӑм.

Все, что случилось со мной во время этого путешествия, произвело такое глубокое впечатление на мой ум и так отчетливо удержалось в моей памяти, что, поверяя эти события бумаге, я не мог опустить ни одного существенного обстоятельства; тем не менее, после внимательного просмотра своей рукописи, я вычеркнул много мелочей из опасения показаться скучным и мелочным, в чем так часто и, быть может, не без основания обвиняют путешественников.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Паллӑ ӗнтӗ, эпӗ унӑн пӗр сӑмахне те илтмесӗр хӑвармарӑм, вӑл кайнӑ хыҫҫӑн ҫийӗнчех сӑмахӗсене хамӑн ҫырмалли кӗнеке ҫине ҫырса хутӑм.

Само собой понятно, что я не проронил ни слова из его речи и, как только он покинул меня, занес ее в записную книжку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сан патна манса хӑвармарӑм пуль-ҫке?

Не у тебя забыл?

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Эпӗ шыраман ҫӗр хӑвармарӑм.

— Я тебя повсюду ищу.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӳршӳсене те каҫса пӑхрӑм, хӗреснаннӳсем патне те кӗрсе тухрӑм, тӗлпулан-камран та ыйтманни хӑвармарӑм — ӑҫта ҫӗр тӗпне анса кайса ҫухалтӑн эсӗ, Дина?

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗ пӗр турилкке борща пӗтӗмпех ҫисе ятӑм, улмине те хӑвармарӑм, ӑна та ҫисе ятӑм.

И я всю тарелку съел и картошку не оставил, а тоже съел.

Эпир колхозра апат ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ну, паллах ӗнтӗ, ҫав хушӑра пусӑмсӑр уҫӑ сасӑсене те асӑрхамасӑр хӑвармарӑм.

Ну конечно, уж заодно и безударные гласные разглядел.

Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Балтика тӑрӑхӗнче ҫитмен вырӑн хӑвармарӑм.

Всю Прибалтику исколесил.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Унтан эпӗ ҫав американецсен, мексиканецсен тата ыттисен ирсӗр банди ҫинчен каласа кӑтартрӑм; юрӑхсӑр Диаз ҫинчен те манса хӑвармарӑм, вӑл чи сиенлӗ ҫын пулӗ тетӗп.

Потом я рассказал про эту грязную банду американцев, мексиканцев и прочих; не забыл и про негодяя Диаза, пожалуй самого вредного из них.

LХIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Вӑрманта ниҫта шыраманни хӑвармарӑм.

— Весь лес объездил.

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Халь тесен, кунта ҫитмен урам та хӑвармарӑм пуль.

А теперь поди ни одной улицы не оставил, чтоб не пройти.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл Тухтара шырама тухнӑ иккен: «Ҫитмен вырӑн хӑвармарӑм, ниҫта та тупаймарӑм», — тет.

Сказал, что ищет Тухтара, обошел все окрест — нигде нет парня.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫук, эп ӑна нимӗҫсене валли хӑвармарӑм, ҫук.

— Нет, немцам я его не оставила, нет…

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Урайӗнче кивӗ улӑм шлепке выртатчӗ — арҫын ачасем тӑхӑнаканни; эпӗ ӑна та хӑвармарӑм.

На полу валялась старая соломенная шляпа, какие носят мальчишки; я ее тоже захватил.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑлтасене те, шӑрпӑка та, ытти япаласене те — пӗр цент ҫеҫ тӑракан япалана та хӑвармарӑм.

Я унес и удочки, и спички, и остальные вещи — все, что стоило хотя бы цент.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней