Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулса яр та ҫав тери хӑвӑрт ҫапса, ху ҫине туртса ил — кун ҫинчен Санька таҫта вуланӑччӗ, кавалеристсем ҫапла хӑва хуллисене касаҫҫӗ, — хӑва тӑррисем ҫулса пӑрахнӑ пек ҫӗре пере-пере анаҫҫӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӑвах шухӑшла: ҫынсене хӑва касма ярса ҫӗрулмине юр айне хӑвармалла-и е мӗнпур халӑха ҫӗрулми кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫлеттермелле-и?
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ытахальтен кӑна, — хӑвӑрӑн патӑра акӑ хӑва килнӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм, эсир пур — епле те пулин хӑвӑртрах ӗҫсе ӳсӗрӗлме пӑхатӑр…— Просто, — у вас гостья, молодая женщина, а вы — прицеливаетесь, как бы сразу напиться…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кам кӑшкӑрать? — тесе ыйтрӗ вӑл хыттӑн, хӑва турачӗсем витӗр виҫӗ пулӑҫӑн йӗпӗ пуҫӗсене курсан.Кто орет? — спрашивает он строго, увидав сквозь ветви ивняка три мокрые головы рыболовов.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Купальня тунӑ ҫӗрте, симӗс хӑва турачӗсем айӗнче кӑтра хӗрлӗ пуҫлӑ, ҫӑмламас питлӗ, ҫӳллӗ ырхан мужик — Карачӑм платник шывра мӗшӗлтетет.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Арҫын ачасем, хӑрӑк туратсемпе хӑва хуллисене пӗр ҫӗре пуҫтарса, пысӑк купасем турӗҫ, чӗртсе ячӗҫ.Мальчишки свозили валежник и хворост в огромные кучи и разжигали костры.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи кунсенче колхозницӑсем тункатасене пӗтерчӗҫ, шӑтӑк-путӑксене тӑпра тултарса тикӗслерӗҫ, хӑва тӗмӗсене кӑкларӗҫ.В первые дни колхозницы срывали кочки, засыпали землей ямы, рытвины, корчевали кустарник.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манефа хӑва хуллипе ачасене кӑштах хӗртсе илесшӗнччӗ.Манефа схватила хворостину и принялась охаживать их по спинам.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аллине вӑл хӑва хулли тытнӑ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Укнӗ тырра тӑратса хӑва хулли ҫине ҫыхма пуҫларӑмӑр.Начали мы каждый примятый стебелек поднимать да к хворостинке привязывать.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Клеткӑн тепӗр пайӗнче хӑва хуллисем ҫук, анчах унта та тулӑ — тӳрӗ, вӑйлӑ, Санькӑ унта нихҫан ура пусман, тейӗн ҫав.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таптаннӑ тырра тӳрлетнӗ, пушӑтпа ҫинҫе хӑва хулли ҫине ҫыхса хунӑ.Каждый смятый стебелек пшеницы был поднят с земли, расправлен и привязан лыком к тонкой хворостинке.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫапла… — калама пуҫласшӑнччӗ Семушкин, анчах Маша ҫак сӑмахсене каланӑшӑн хӑй те ӳкӗнчӗ, Семушкина чавсинчен тӗртрӗ, Андрей Иванӑча ҫатан валли хӑва касакан Санькӑпа юлташӗсем еннелле кӑтартрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑха тухсанах Санька, авӑнакан хӑва хуллине хуҫса илсе, чечек пуҫӗсене, вӑрӑм курӑксен тӑррисене ҫапса тата-тата ӳкерчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан, хӑвӑл кӗпҫе тытса, вӗҫен-кайӑк сасси пек янраттаракан шӑхлич тума тытӑнчӗ, тулӑ хӑмӑлӗнчен ҫинҫен те ачашшӑн чӗтрентерекен шӑхлич турӗ, хӑва хуллинчен вара хӑлхана ҫурмалла сасӑ паракан шӑхлич пулчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виноград пахчисенче хӑйсен илемӗпе куҫ вӑйне илсе тӑракан виноград сапакӗсене илемсӗр хӑва корзинкӑсене тултарса хунӑ та, ҫиелтен шултӑра пирпе витсе, ярлык ҫыпӑҫтарнӑ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ялӗ ытти ялсем пекех ӗнтӗ, нимӗн ытла тӗлӗнмелли те ҫук: хӑваран авса тунӑ ҫӗнӗ ҫатансем, вырӑнӗ-вырӑнӗпе унта хӑва папкисем шӑтса тухкаланӑ, картишсенче кирпӗч вучахӗсем, кӗлет алӑкӗсем тӑрӑхла тапсисем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраҫҫӗ, кӗлетӗнче шалта канӑҫлӑ сулхӑн пек туйӑнать, ҫамрӑк утӑ шӑрши ҫапать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каярах пирӗн кимме вырӑнти пулӑҫсем хӑва тӗмисем хыҫӗнчен тупнине илтрӗмӗр.Над странной историей с лодкой, которую потом обнаружили в кустах рыбаки.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара хытарса кала: тепринче хӑва хуллипе кӑна мар, чӑпӑрккапа ислетсе яратӑп…
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Унтан татах тӗпче: аванах тутаннӑ-и вӑл леш хӑва хуллине?
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.