Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хывмарӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Милиционер шӳтлевне сивлесе атте майора этикет пирки ӑнлантарса пама пӑхрӗ, анчах милиционер милиционерах ҫав — ӑша хывмарӗ атте сӑмахӗсене.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пӗртен-пӗр Полинана ҫеҫ юратса унпа ҫеҫ пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр сукмакпа утас, ӗмӗрне те унпа ҫеҫ пурӑнса ирттерес шанӑҫпа урӑх нимӗнле хӗр пӗрчине те тусламарӗ, нимӗнле хӗрачана та куҫ хывмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Никамах та ытлашши укҫа хывмарӗ.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Чей вӑл пуҫа ӗҫлеттерет, — тесе, мулла сӗтел хушшине куҫса ларчӗ, тӳпеттейне хывмарӗ.

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрсе тӑнӑскер шлепкине хывмарӗ, пысӑк сӗтеле тултарсах лартнӑ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе кӗнекесен хушшинче аран-аран ҫурта шыраса тупрӗ, анчах вӑл ҫак ҫыннӑн туллин тӳмеленӗ пальтине — шалпарскере — тата унӑн кӳлепине япӑх ҫутатать, ҫӗкленчӗк ҫухавапа шлепке хӗррисен хушшинче хура ҫӳҫ йӑрӑмне кӑтартать; питне аялтан пуҫласа ҫӑварӗ таранччен шарфпа хупланӑ, вӑл — унӑн пичӗ — сарӑхнӑ хут ҫине кӑмрӑкпа ӳкернӗн туйӑнать.

Вошедший не снял шляпы; свечка, которую он едва разыскал среди разных инструментов и книг, загромождавших большой стол, плохо освещала его фигуру в просторном, застегнутом на все пуговицы пальто; приподнятый воротник открывал между собой и нахлобученными полями шляпы полоску черных волос; лицо, укутанное снизу до рта темным шарфом, казалось нарисованным углем на пожелтевшей бумаге.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Генникер шлепкине хывмарӗ, саламатне вӗчӗрхенчӗклӗн сулкалать, ӑна хӑйӗн туйӑм-сисӗмне евитлемешкӗн чӑрмантарас тӑк мана ҫапма та хатӗрччӗ-и…

Геникер не снял шляпы, нервно размахивал хлыстом, готовый, кажется, ударить меня, если я помешаю ему выражать свои ощущения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Ҫапах та Ленька шӑрӑха питӗ чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерет: мамӑк хурса ҫӗлетнӗ пиншакне те, пуставран ҫӗленӗ нимӗҫ ҫӗлӗкне те вӑл ҫийӗнчен хывмарӗ.

Но Ленька терпеливо выдерживал жару и не снимал ни ватника, ни суконной немецкой шапки.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑрансанах вӑл чи малтан ҫӗлӗкрен ярса тытрӗ, анчах вӑл пуҫ ҫинче ҫӑт ларнӑ пирки, конверчӗ ун ӑшӗнчех пулӗ тесе лӑпланса, хывмарӗ.

Первым движением его было схватиться за шапку: она сидела плотно на голове: он и не снял ее, уверенный, что конверт тут.

// Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Хӑй вӑл кӗпине хывмарӗ, пичӗпе сухалне ҫеҫ шывпа сирпӗтрӗ, куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ.

Сам он не снимал рубашки, а только плескал себе на лицо, на бороду пригоршни студеной воды, громко фыркая и жмурясь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Каҫ питӗ сивӗ, шӑнса вилме пултарать, — терӗ Павел Николаевич, шӑнса хӗрелнӗ аллисене пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑрса; сивӗ сывлӑш саракан кӗрӗк пиншакне хывмарӗ те хӑй.

— Ночь-то студеная, замерзнет, — беспокоился Павел Николаевич, потирая покрасневшие озябшие руки и не снимая полушубка, от которого несло холодом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Анна Васильевна ӑна, ҫиелтен пӑлханнӑ пек кӑтартса, анчах вӑрттӑн хавасланса кӗтсе илчӗ (вӑл ӑна урӑхла нихҫан та кӗтсе илмен); Стахов вара шлепкине те хывмарӗ, арӑмне сывлӑх сунмарӗ, сӑмах чӗнмесӗрех, Еленӑна чуптума замш перчетке тӑхӑннӑ аллине тӑсса пачӗ.

Анна Васильевна встретила его с наружным волнением и тайною радостью (она его иначе никогда не встречала); он даже шляпы не снял, не поздоровался с нею и молча дал Елене поцеловать свою замшевую перчатку.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑй патне килсе кӗрсен, Ромашов хӗҫне те хывмарӗ, кравать ҫине пальти-мӗнӗпех йӑванса кайрӗ те, маччаналла тӑнсӑррӑн та шӑтарасла пӑхса, темӗнчченех ним сиккелеми выртрӗ.

Придя к себе, Ромашов, как был, в пальто, не сняв даже шашки, лег на кровать и долго лежал, не двигаясь, тупо и пристально глядя в потолок.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тарӑхтарасса тарӑхтарчӗҫ те ӑна ҫак сӑмахсем, ҫапах та вӑл ҫилле хывмарӗ.

Они огорчали его, но не сердили.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лавран иртсен, паҫӑрхи пекех, уттипе кайрӗ, анчах пашлӑкне хывмарӗ.

Миновав подводу, он по-прежнему поехал шагом, но башлыка не снял.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн пулчӗ сана? — васкаса ыйтрӗ Ольга, Обломов пӳлӗмне кӗрсессӗн; хӑй салопне те, шлепкине те хывмарӗ, Обломова пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех пӑхма пуҫларӗ.

Что с тобой? — бегло спросила она, не снимая ни салопа, ни шляпки и оглядывая его с ног до головы, когда они вошли в кабинет.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ытти чухнехи евӗр, пӗр ҫын та ҫӗлӗкне хывмарӗ, анчах, эп пырса тухсан, шав пӑртак шӑпланнӑ пек пулчӗ.

Против обыкновения, ни один человек не снял шапки, но шум как будто бы утих при моем появлении.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Петя картузне магазинти тӗкӗр умӗнче тӑхӑнчӗ, вара каҫчен пуҫӗнчен те хывмарӗ.

Фуражку Петя как надел перед зеркалом в магазине, так уже и не снимал до самого вечера.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней